Чулхулан вырăнти чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленипе (ертÿçи - Алина Артемьева) Автозавод паркĕнче Чăваш культурин кунĕ иртрĕ

18.09.2019 10:12 | просмотров: 1125
Чулхулан вырăнти чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленипе (ертÿçи - Алина Артемьева) Автозавод паркĕнче Чăваш культурин кунĕ иртрĕ

Чулхулан вырăнти чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ Алина Петровна Артемьева) авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Автозавод паркĕнче Чăваш культурин кунĕ иртрĕ. Ăна хула администрацийĕ наци культурисен «Хĕвелçаврăнăш» фестиваль программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Алина Артемьева йыхравланипе уява ирттерме Чăваш наци конгресĕ те хастар хутшăнчĕ. Конгресăн культура, «Чăваш хĕрарăмĕ», вĕренÿ комитечĕсен хастарĕсем, пурĕ вăтăр çын Чулхулана çитрĕç.

Автозавод паркне кĕнĕ çĕрте хăнасене «Чулхула чăвашĕсем» фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа ăшпиллĕн кĕтсе илчĕ.

Уява Хĕрлĕ Чутай районĕн «Шоколь» фольклор ансамблĕ, ЧНК Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕн пайташĕсем те савăнсах хутшăнчĕç, хăйсен ентешне, Алина Петровна Артемьевана пулăшма хапăл пулчĕç.

Кăнтăрла 12.00 сехетре паркри лапамсенче ЧНК хастарĕсем тата Чулхулари наципе культура автономийĕн пайташĕсем ăсталăх урокĕсем пуçларĕç. Конгресăн ал-ĕç ăстисен Ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова тата пайташĕсем Раиса Васильева тата Любовь Вазюкова уява пухăннисене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕç, алла йĕппе çип тытса тĕрлеттерчĕç те.

Чăваш ташшине вара Наталья Васильевăпа Эльвира Альмешкина вĕрентрĕç. ЧНК вĕренÿ комитечĕн хастарĕсем Юлия Анисимовăпа Алина Егорова «Кала-ха» кĕнеке мелĕпе Чулхулари чăваш ачисене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентрĕç.

ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем, Шупашкарти Çеçпĕл музейĕн директорĕ Антонина Андреевăпа Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертÿçи Ирина Удалова тĕрлĕ экспозицисем илсе пынă. Вĕсем чăвашсен мухтавлă ывăлĕсем Çеçпĕл Мишшипе Никита Бичурин çинчен каласа паракан стендсемпе паллаштарчĕç.

Унсăр пуçне Раиса Сарпипе Альбина Юрату паллă поэтсем хăйсен пултаруллăхĕпе паллаштарчĕç, поэзи вăрттăнлăхне уçса пачĕç.

Чăваш культурин уявĕнче чулхуласем «Акконд», Вăрнарти аш-какай завочĕ тата «Паха тĕрĕ» предприятисен таварĕсене туянма пултарчĕç.

Чулхулари Автозавод районĕн ертÿçи Александр Нагин тата хулан ытти ертÿçисем те пирĕн хастарсен пултаруллăхĕпе кăсăкланса паллашрĕç.

13.00 сехетре уява савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чăваш культура кунне уçма Автозавод район пуçлăхне Александр Владимирович Нагина чыс турĕç. Вăл хулара тĕрлĕ нациллĕ халăх туслă килĕштерсе пурăннине, вĕсен хушшинче чăвашсем чи кăмăллисем, хастаррисем пулнине палăртрĕ. Автозавод районĕнче чăвашсем нумай пурăннине, вĕсем заводра тăрăшса ĕçленине каларĕ. Ку районтах выранти Чăваш наципе культура автономийĕ валли çурт уйăрса панине, вĕсем унта хастар тăрăшнине палăртрĕ.

Нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетме, чăваш культурине сарма пулăшнăшăн Александр Нагин ЧНК президентне Николай Угаслова, конгресăн ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн пуçлăхне Зинаида Вороновăна, ЧНК пресс-службин ертÿçине Зоя Яковлевăна тата Елена Османова юрăçа Тав хучĕпе чысларĕ.

Хăй енчен Чулхула чăвашĕсен ертÿçи Алина Артемьева Автозавод район пуçлăхне Хисеп хучĕ парса тав турĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕн саламне уява пухăннисем патне конгресăн «Чăваш хĕрарăмĕ» тата культура комитечĕсен ертÿçисем Юлия Мареевăпа Вера Архипова çитерчĕç.

Чăваш культури кунĕ «Чулхула чăвашĕсем», хулари эрмен, цыган, тутар тата ытти наципе культура автономийĕсен юрăпа ташă ушкăнĕсен, Хĕрлĕ Чутайри «Шоколь» ансамблĕн тата паллах Чăваш наци конгресĕн пайташĕсен Елена Османова, Роза Степанова, Людмила Засыпкина юрăçсен, «Сурпан» ташă ансамблĕн (Н.Васильева, Ю.Васильев, Э.Альмешкина) пултарулăхне курса киленчĕç чăвашсемпе ытти халăх çыннисем. Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Альбина Юрату сăвăçсем сцена çинчен хăйсен хайлавĕсене хăватлăн вуларĕç.

Хăй хатĕрленĕ Чăваш тумĕн коллекцине сцена çинчен Зинаида Воронова кăтартрĕ.

Уяв кăмăллă та хаваслă иртрĕ, чăваш халăхĕ пултаруллă та хастар халăх пулнине тата та çирĕплетсе пачĕ.

Чулхулара пурăнакансене тăван халăхăмăрăн ташши-юрри, тĕрри-çĕвви, апат-çимĕçĕн пуянлăхне тепĕр хут уçса пама май панăшăн ЧНК ертÿлĕхĕ Чулхулари чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçине Алина Артемьевăна чĕререн тав тăвать, малашне тата та хастар ĕçлеме вăй-хал сунать.

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева

(автор сăнÿкерчĕкĕсем)

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧНК: Чăвашсем Чулхулари Культура кунĕнче савăнчĕç