Никифоров Геронтий. ГЕННАДИЙ АЙХИН ЫРĂ ЯЧĔ – ХАЛĂХ АСĔНЧЕ

13.09.2019 11:25 | просмотров: 1152
Никифоров Геронтий. ГЕННАДИЙ АЙХИН ЫРĂ ЯЧĔ – ХАЛĂХ АСĔНЧЕ

ГЕННАДИЙ АЙХИН ЫРĂ ЯЧĔ – ХАЛĂХ АСĔНЧЕ

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче наци библиотекинче «Геннадий Айхин поэтикипе культурăри вĕçĕ-хĕррисĕр пултарулăхĕ» тĕнче шайĕнчи наукăпа практика конференци иртрĕ. Г.Айхи çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă ăслăлăх канашне Германи, Молдова, Америка, Итали, Япони çĕр-шывĕсенчен тата Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ижевск, Владимир, Воронеж, Чĕмпĕр, Шупашкар хулисенчен, ытти тăрăхсенчен килнĕ ăсчахсемпе литература тĕпчевçисем хутшăнчĕç.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Е.Г. Чернова, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ А. Ю. Гурьев тата Г. Н. Айхин йăмăкĕ Е.Н. Лисина çыравçă ăслăлăх конференцине хутшăнакансене ăшшăн саламларĕç, тухăçлă ĕçлеме ырă сунчĕç. Салам сăмахĕсем хыççăн пĕрлехи ларура С.Е. Бирюков (культурологи докторĕ, Германи), Ю.Б. Орлицкий (филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Мускав), Г.А. Ермакова (филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Шупашкар), А.П. Хусанкай (филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Шупашкар) чăваш халăх поэчĕн Г. Айхин тĕрлĕ енлĕ ĕçне-хĕлне (çырас ăсталăхри, куçарури) пысăк хак пачĕç, Айхин пултарулăх çулĕнче малти ретре паллă поэтсем В. Маяковский, П.Хусанкай тăнине, Б. Пастернакпа М. Светлов поэтсемпе çывăх пулни, калаçни-хутшăнни унăн пултарулăхне уйрăмах пысăк витĕм кÿнине палăртрĕç.
Чей-кофе тăхтавĕ хыççăн чаплă лару-тăрура «Геннадий Айхин тĕнчи» картинăсен куравне уçрĕç. Кунта Айхи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, шухăшĕ-ĕмĕтне, туйăм-сисĕмне сăнлакан ÿкерчĕксем, картинăсем, сăн ÿкерчĕксем, кÿлепесем вырнаçтарнă. Тĕссемпе сăрă ăстисен ĕçĕсемпе паллашни куракансене Айхин чунĕпе тĕнчине тепĕр енчен хак пама, шухăш-туйăма вăйлатма, ăс-хакăла пуянлатма пулăшрĕ. Ÿнерçĕсен илемĕш ĕçĕсемпе хайлавĕсем Айхи тĕнче шайĕнчи поэт пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
«Геннадий Айхин поэтикăпа культурăри вĕçĕ-хĕррисĕр пултарулăхĕ» конференцие хутшăнакансем малалла виçĕ секцине пайланса ĕçлерĕç. Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ĕçтешĕсем Ю.Е. Анисимова тата Г.Л.
Никифоров «Раççейĕн нумай культура уçлăхĕнчи наци литератури» секцийĕнче «çавра сĕтеле» хутшăнчĕç. Кунта Г. Никифоров «Ĕмĕр манми ырă ят хăварчĕ», Ю. Анисимова «Геннадий Айхин «Амăшĕ» сăвви – «кÿтсе çитнĕ чун» калаçни» темăсемпе тухса калаçрĕç. «Çавра сĕтеле» хутшăнакансем хăйсен доклачĕсенче Айхи хайлавĕсенчи илемлĕ тĕнчипе, çĕнĕлĕхсемпе, поэт эпистолярийĕпе ( çырăвĕсемпе, аса илĕвĕсемпе, тĕрлĕ чăнлавсемпе) тата пĕр ÿсĕмре çунат сарса çĕкленнĕ Ю.Скворцовпа Г. Айхи туслăхĕн историйĕпе паллаштарчĕç, хак пачĕç.
Паллă литература тĕпчевçи А.П. Хусанкай пысăк канашлăвĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕнче Айхи пысăк чун-чĕреллĕ сăвăç, илем туйăмĕн шухăшлавçи, ăста та пултаруллă куçаруçă тата ун пултарулăхĕ – чăваш поэзийĕн чăн паха ÿсĕмĕ пулнине хакласа, палăртса хăварчĕ.
Конференци вĕçленнĕ хыççăн литературăпа музыка концерчĕ пулчĕ. Юрăçсемпе артистсем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе уява хаваслăх, сăнлăх, чĕрĕлĕх кĕртрĕç, пурин кăмăлне çĕклеме пултарчĕç.

 

Геронтий Никифоров,
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Никифоров Геронтий. ГЕННАДИЙ АЙХИН ЫРĂ ЯЧĔ – ХАЛĂХ АСĔНЧЕ