Чăваш автономи облаҫне ҫĕр ҫул ҫитнине Раҫҫейри ытти регионсенчи хуласенче те уявлĕҫ

05.09.2019 09:19 | просмотров: 1119
Чăваш автономи облаҫне ҫĕр ҫул ҫитнине Раҫҫейри ытти регионсенчи хуласенче те уявлĕҫ

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш эстрада ҫăлтăрĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хутшăннă.

Регион Пуҫлăхĕ тĕлпулăва пухăннисене республика пурнăҫне хастар хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, чăваш культурине аталантарас ĕҫе витĕм кӳнĕшĕн артистсене ырланă. Республика кунне, Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене пĕтĕм кăмăлтан хутшăннăшăн «ҫăлтăрсене» тав тунă. Пуласлăхра тата та паллă пулăм – Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитет. Ăна валли те курăмлă ĕҫсем туса пымаллине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ культура пайĕнче тăрăшакансене пĕр чăмăра пухăнса уявсене малашне те тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыма чĕнсе каланă. «Пурсăмăрăн та пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла, пĕр ҫемйери пек чăмăртанмалла. Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшмалла», – тенĕ вăл, пуҫаруллă шухăшсене, сĕнӳсене тĕпе хурса, чаплăран та чаплă мероприятисем йĕркелемелле тенĕ.

Чăваш автономи облаҫне халалланă тĕп уявсене Раҫҫейри ытти пысăк хуласенче те ирттерме тĕллев лартнине хыпарланă регион Ертӳҫи. Мускав хулин мэрĕпе Сергей Собянинпа кун пирки калаҫса килĕшнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Артистсене уяв концертне кăсăклă хатĕрлеме чĕнсе каланă ертӳҫĕсем. Юбилей ячĕпе тӳлевсĕр кашни районтах уҫă концертсем халăхсем валли хатĕрлеме каланă.

Пĕр пухăннă пек чухне республика Пуҫлăхĕпе пĕрле юрăҫсем тĕрлĕ ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, йывăрлăх кăларса тăратакан самантсене те пăхса тухнă.

Паян тĕлпулăва пухăннисем чăнласах та республикăра культура тытăмĕ вăй илсе пынине ҫирĕплетсе каланă. Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев Чăваш Ен Пуҫлăхĕ культура пайне пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, юлашки ҫулсенче объектсем ҫĕнелсе, модернизациленсе пынине палăртнă. 2016-мĕш ҫултан пуҫласа Чăваш Енре культура ҫурчĕсене хута ярассипе йышăннă программа анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.

«2020-мĕш ҫулсем тĕлне культура ҫурчĕсем  25 пулмалла. Паянхи кун тĕлне 12-шне уҫнă та ĕнтĕ. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата та ултă клуб хута ярасси планра пур», – тенĕ министр. 

(Тĕплĕнрех)

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Чăваш автономи облаҫне ҫĕр ҫул ҫитнине Раҫҫейри ытти регионсенчи хуласенче те уявлĕҫ

Çакăнта та вуласа пĕлме пулать:  Кабинет Министров Чувашской Республики: Столетний юбилей образования Чувашской автономии отметят и в других регионах России