Институт директорĕ Петр Краснов Каçал районĕн Урмаелĕнчи ача сачĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă

04.09.2019 09:23 | просмотров: 1204
Институт директорĕ Петр Краснов Каçал районĕн Урмаелĕнчи ача сачĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал районĕнче пулнă. Унта Пуҫлăх Урмаелте 110 вырăнлă ача сачĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.

Паян паллă пулăма регион Ертӳҫипе пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, Каҫал районĕн пуҫлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, Каҫал районĕ администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов, Урмаел ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Минзаит Зайнуллин тата «Булат» ТМЯО генеральнăй директорĕ Ринат Абдулвалеев хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Урмаелте пурăнакансене тахҫантанпах кĕтнĕ паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă. Ял тăрăхĕсенче халăх йышĕ ӳснине ҫирĕплетет ҫакăн пек капмар та пысăк, хăтлă ҫуртсем хута кайни. Урмаелте кунран кун ача нумайрах çуралать. Ача садне ҫӳрекенсен кăмăлĕ паян тулни те куҫкĕретех. Ҫынсен  йышĕ ӳсни муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне те хăватлантарма витĕм кӳни паллă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Республика бюджетĕнчен сахал мар Каҫал районне тĕрев куҫать. Ял территорийĕсене аталантарса пырас тĕллевпе икĕ ҫулта ҫӳлерех палăртнă района 100 млн уйăрнă. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хулара пурăнакансен пурнăҫне хăтлăлатассишĕн кăна программăсене ҫирĕплетмен, ялти пурнăҫ та лайăхланса пытăр тесе сахал мар кирлĕ ĕҫ палартса хунă. 2012 ҫултанпа Каҫал районĕнче виҫҫĕмĕш объект пулать. Пурĕ регионта вара ача сачĕсем – 44, – палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс тĕкел ÿстерсе паха воспитани парса пынăшăн вырăнти халăха мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Ертӳҫи. Палăртнă объекта «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă. Республикăра программăсем туллин пурнăҫа кĕрсе пыни паллă. Çурт-йĕр тăвас ĕçе пурĕ 93 млн тăкакланă. Условисем каламасăрах паллă, питĕ чаплă, ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма меллĕ. Михаил Игнатьев ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.

Чăваш Республикинче ача сачĕсем – 330, шкулсем ҫумĕнче хута янă учрежденисем 364 шутланаҫҫĕ. Виҫĕ ҫула ҫитиччен ачасене ача садне вырнаҫтарас тĕллевпе 2018–2019 ҫулсенче 16 ача пахчи хута яма плана кĕртнĕ. Шупашкар хулинче – 10, Каҫал енре, Шупашкар районĕнче, Ҫĕрпӳре тата Канаш хулинче пĕрер объект, Ҫĕнĕ Шупашкарта икĕ ҫурт хăпартма тĕллев лартнă. Ҫитес ҫулта 9 ача сачĕ хута яма палăртса хунă. Ĕҫлĕ ҫул ҫӳрев вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ Каҫал тăрăхĕнчи ҫĕнĕ урамсемпе те кăсăкланнă.  Районти ялсенче инфратытăм епле ҫĕнелсе пынине курса ĕненнĕ. Ҫул, газ, электричество халăха пĕтĕмпех тивĕҫтерет. Ҫынсене ҫурран утма та ансат, тротуар питĕ паха тесе хакланă ертӳҫĕсем.

Михаил Игнатьев Культура ҫуртне купалас ĕç мĕнле пынипе те паллашнă. Вырăнти ертӳлĕх кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле объекта хута яма тĕллев лартнă.

Фоторепортаж

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Паян Каҫал ен районĕнче Урмаелте 110 вырăнлăх ача сачĕ уçăлнă

Кабинет Министров Чувашской Республики: В селе Урмаево Комсомольского района открылся новый детский сад на 110 мест