Шупашкар юбилейӗ тӗлне Истори архивӗпе Гуманитари ăслăлăхĕсен институчӗ кӗнекесен пуххи хатӗрлесе ҫитернӗ

27.08.2019 11:32 | просмотров: 1060
Шупашкар юбилейӗ тӗлне Истори архивӗпе Гуманитари ăслăлăхĕсен институчӗ кӗнекесен пуххи хатӗрлесе ҫитернӗ

Шупашкар юбилейне халалласа Чӑваш патшалӑх истори архивӗ Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле тӗп хуламӑр пирки 5 томлӑ 6 кӗнеке пуххи кӑларнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма савӑнӑҫлӑ лару-тарура пахаларӗҫ.

А.Енейкин, В.Дворников

"Шупашкар: 16-20-мӗш ӗмӗрсенчи документсемпе материалсем". Ҫакӑн пек ятпа кун ҫути курчӗ калама ҫук пуян кӗнеке пуххи. Ӑна кӑларас тесе архивра ӗҫлекенсемпе ӑсчахсем 3 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Аваллӑх управӑшӗнчи Шупашкарпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документа ҫӗкленӗ. Хула никӗсленнӗренпех унта пурӑннӑ ҫынсем пирки те информаци тупнӑ.

Истори докуменчӗсен 1-мӗш томӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи наука сотрудникӗ Дмитрий Басманцев пухса хатӗрленӗ. Кӗнекери мӗн пур материала Раҫҫейри авалхи актсен архивӗнчен илнӗ. Пӗтӗмпе 16, 17 тата 18-мӗш ӗмӗрсенчи 270 документ тупнӑ.

Ытти кӗнекесене вара пӗтӗмпех хамӑрӑн архиври документсенчен пухса хатӗрленӗ. Ку ӗҫре Юрий Гусаровпа Александр Чибис историксем тата аваллӑх управӑшӗн специалисчӗсем тӑрӑшнӑ. Пурте вӗсем Культура министерствин Хисеп грамотине тивӗҫрӗҫ.

Хула историйӗпе тӗплӗн паллаштаракан ҫакӑн евӗр кӗнекесен пуххи хальлӗхе урӑх регионсенче ҫук. Ҫавӑнпа та ӑна пахалакансем ҫӗнӗ изданипе чӑваш халӑхӗ чӑнласах мухтанма пултарнине палӑртрӗҫ.

Авалхи документсене усӑ курса 600 ытла страницӑллӑ 6 кӗнеке кӑларма пултарнӑшӑн истори архивӗн директорӗ Галина Ертмакова Шупашкар юбилейне халалланӑ медале тивӗҫрӗ.

Ӗҫлемелли чӑннипех нумай. Тӑрӑшнине кура иртнӗ икӗ ҫулта кӑна республикӑри архивсене тӗрлӗ енлӗ аталанмашкӑн патшалӑх 175 миллион тенкӗлӗх пулӑшу панӑ. Умра вара черетлӗ уяв - Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитет.

Сюжет: http://chgtrk.ru/news/24212