ФЕДОТОВА Елена. Чăваш пулса юлас, чăваш тĕнĕпе пурăнас // Хресчен сасси. - 2019. - Утă, 31.

31.07.2019 10:40 | просмотров: 1323
ФЕДОТОВА Елена. Чăваш пулса юлас, чăваш тĕнĕпе пурăнас // Хресчен сасси. - 2019. - Утă, 31.

ФЕДОТОВА Елена. Чăваш пулса юлас, чăваш тĕнĕпе пурăнас // Хресчен сасси. - 2019. - Утă, 31. - 28 (2767) №.

 

* Пĕрремĕш хут эпĕ Патраклăсене 2008 çулта Нурлатри Уявра курнăччĕ, фото ÿкернĕччĕ, ячĕсене те çырса илнĕччĕ, тĕлĕннĕччĕ: ăçтан-ха капла чăваш ячĕсемпех тесе. Унтанпа 11 çул иртсе кайрĕ. Халь тин вĕсем патне кайса куртăм.

 

Патраклăри Учук
Тутарстанри Эльмет районĕнчи Патраклă ялĕ /вырăсла — Старое Суркино, ĕлĕкхи хăш-пĕр документсенче Суркино Батрак тенĕ – Патраклă сăмаха вырăсла Батрак тенĕ/ 1670-1680 çулсенче пуçланса кайнă. Ватăсем каласа панă тăрăх, Сĕрке ятлă çын кунта куçса килнĕ хăйĕн кил-йышĕпе: тăхăр ывăлĕ пулнă унăн тата пĕр хĕрĕ — Матрÿне. Çавсем ял пуçласа янă. Вĕсем кунта тĕне кĕртесрен тарса килнĕ. Чăваш пулса юлас, чăваш тĕнĕпе пурăнас тесе.
Патраклă Кама леш енче /Закамье/ Пĕкĕлмепе Пелепей сăрчĕ /Бугульминско- Белебеевская возвышенность/ çинче, Кăвак çырмин /река Кувак/ бассейнĕнче, Эльмет /Альметьевск/ хулинчен çирĕм сакăр çухрăм кăнтăр-хĕвел анăç еннелле вырнаçнă.
Тутарстанри Эльмет районĕнчи Патраклă ялĕнчи чăвашсем халĕ те учук ирттереççĕ. Учук /уйÇчукĕ – «полевое моление»/ – чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕрке. Ăна тыр-пул ăнса пултăр тесе ирттереççĕ. Çÿлти Турăран – Патраклăсем ăна Турпапай теççĕ – çитес çулчченхи тыр-пулччен пурăнма, кив тырăпа çĕнĕ тырра сыпăнтарма, тыр-пул çитĕнтерме пар тесе кĕлĕ туса чÿклесе ыйтаççĕ. Авалтан килекен йала-йĕркене кунти чăвашсем çирĕп тытса пыраççĕ: хисеплĕ ватăсенчен ăша хывса вĕренсе пырса хăйсенчен çамрăккисене вĕрентсе пыраççĕ. Çак йăла-йĕркене тытса пыма, фестивале йĕркелеме, халĕ Тутарстан Республикин Чăваш наципе культурин автономийĕн Эльмет районĕн ертÿçи Инна Ивановна Альмукова-Лисина питĕ тăрăшать, нумай вăй хурать. Вăл хăйĕн районĕнчи чăвашлăха, чăваш пурăнакан хуçалăха лайăх енĕпе кăна кăтартса 2007 çулта Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» конкурсăн лауреачĕ пулнă.
Кăçал та Патраклăра Кама леш енчи /Закамье/ Тутарстан Республикин чăвашĕсен XIII-мĕш «УЧУК» уçă фестивалĕ иртрĕ /XIII Открытый фестиваль чувашей Закамья Республики Татарстан «УЧУК»/. Унпа пĕрлех унта июнь уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Тутарстанри чăваш ачисен форумĕ иртрĕ. Шăпах çамрăксене чăвашсен авалхи йăли- йĕркисене вĕренсе пыма йĕркеленĕ ăна. Çамрăксем вун икĕ ху-ранпа учук пăтти пĕçернĕ çĕре те хастар хутшăнчĕç.
Учук пуçламăшнех курма ирхине ултă сехетех çитмеллеччĕ. Ялăн хĕвел тухăç енче, сăрт çинче, пысăк йывăç патĕнче учук вырăнĕ. Эпир çитнĕ çĕре кунта учук пăтти пĕçерме вун икĕ хуран хатĕрлесе хунăччĕ ĕнтĕ. Кăшт аяккарах кăкарса хунă ула вăкăр тăратчĕ. Ăна чÿк тума илсе килнĕ кунта. Кĕлĕ туса, шыв сапса силлентерсе пусрĕç ăна. Çав ашпа вун икĕ хуран пăтă пĕçерчĕç. Пу-хăннă пĕтĕм халăха çитерчĕç пăттине. Вăхăтлăх çăл куç та кунĕпех ĕçлерĕ учук кунĕ – выльăх пусса апат пĕçерме шыв нумай кирлĕ. Çăл куçĕн ячĕ те пур – Учук. Выльăх /вăкăр/ пусакансем те, пăтă пĕçерекенсем те, кĕлĕ тăвакансем те /кĕлĕ тăваканни тата ăна пулăшаканни/ пурте чăвашла тумланнă. Пурте чăвашсем. Ялĕпех чăвашла калаçаççĕ.
Кăçал кĕлĕ тăваканни ялти хисеплĕ çын Галина Тимирбаевна /Тимофеевна/ Биквова. Унччен маларах ялти чи ватă çынсенчен пĕри – тăхăр вун пилĕк çулти Унеслу акка – Сатыбалова /Шангареева/ Унеслу Сидуловна /1924 çулхи/ – кĕлĕ тунă. Унеслу акка патне ыран учук тенĕ чух кайса килтĕм, унăн амăшĕ Чияслу ятлă пулнă, Чияслу Чердыковна /хут çинче Чиаслу Уттаховна/ Утнюхина /эп кусене тĕрĕс çырма пĕлетĕп-ши? – тесе ыйтрăм та: «Эй, пырĕ-ха», — терĕ Унеслу акка/, ашшĕ – Сидул Питтулович /хут çинче – Сидулла Пидуллович/ Тимофеев /урăхларах пулнă пуль ĕнтĕ, çырма йывăррипе Тимофеев тенĕ пуль/. Тепĕр кунне, учук хыççăн, Корюшова Вартюк Степановна, Елинова Кспикке /Кăспикке/ Степановна, Лисина /Альмукова/ Эльбикке Измайловна патĕнче пултăм. Ватăсем мана ĕлĕкхи пурнăç çинчен каласа пачĕç. Чухларăр пулĕ: вĕсен ячĕсем, ашшĕ ячĕсем, хушамачĕсем – чăвашла. Итлеме, çырма, вулама кăмăллă. Ытти çĕрте ун пеккисем çук ĕнтĕ… Патраклăра кăна юлнă. Хăçан, кам çавсене ыйтса пĕлсе, пĕр çĕре пухса çырĕ-ши?

Хыпара çакăнтан илнĕ: ФЕДОТОВА ЕЛЕНА. ЧĂВАШ ПУЛСА ЮЛАС, ЧĂВАШ ТĔНĔПЕ ПУРĂНАС // ХРЕСЧЕН САССИ. - 2019. - УТĂ, 31. - 28 (2767) №.