Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене тивĕҫнисене хаваслă лару-тăрура Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре чысланă

25.07.2019 10:25 | просмотров: 1407
Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене тивĕҫнисене хаваслă лару-тăрура Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре чысланă

Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре регионта пурăнакансене, пухăннă хăнасене Республика кунĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă.

Республика пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫленĕшĕн пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев. Республика Правительстви регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика хăватлă вăй илсе пытăр тесе сахал мар тимлĕх уйăрнине асăннă регион Ертӳҫи. Хула территорийĕсем хăтлăланччĕр, халăхăн пурнăҫ условийĕсем ырă енне куҫса пыччĕр тесе бюджетран чылай укҫа-тенкĕ тăкакланнине те палăртса хăварнă Ертӳҫĕ Михаил Игнатьев.

«Умра тата та палăртса хунă пысăк ĕҫсем пур-ха. 2020-мĕш ҫулта Чăваш автономи облаҫне йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине паллă тăватпăр. Пĕрле тăрăшса ĕҫлесен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕртĕпĕр, Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем тĕп вырăнта, вĕсемпе те тăрăшсах ĕҫлемелле. Мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсен, Раҫҫей Федерацийĕн Президентне пĕлтерĕпĕр. Раҫҫей яланах вăйлă та сывă пултăр! Чăваш Ен чечеклентĕр, аталанса ҫӳлтен-ҫӳле ҫĕклентĕр! Халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнтăр!», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин тĕп уявĕпе пухăннă ентешсене, хăнасене ҫакăн пекех ăшшăн Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Тутарстан Республикин Премьер-министрĕн ҫумĕ Василь Шайхразиев саламланă.  

Паллă кун Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене хастар та пултаруллă ҫынсене парса чысланă. Хисепе тивĕҫнисем хушшинче пуҫаруллă яш-кĕрĕм те пур. Тĕрлĕ сферăра ĕҫлесе пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем чăнласах та, ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне регионти виҫĕ культура ҫурчĕ тивĕҫнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле укҫан калăпăшĕ 2,8 млн танлашать. Ольга Волкова 2019 ҫулта Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ конкурса Гран-прине тивĕҫлĕ пулнă, ăна та Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятарлă парнине парса хавхалантарнă. Уяв «Раҫҫей ҫăл куҫăсем»  халăх пултарулăхĕн фестивалĕпе вĕҫленнĕ, 90-мĕш ҫулсенчи паллă эстрада ҫăлтăрĕсем хăйсен юррисене пухăннă ҫынсене парнеленĕ. «Дюна» ушкăнăн юрăҫисем – Виктор Рыбинпа Наталья Сенчукова пурин асĕнче те нумайлăхах юлĕҫ.  

 Фоторепортаж

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене тивĕҫнисене хаваслă лару-тăрура Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре парса чысланă

 

24 июня Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев на Красной площади города Чебоксары поздравил жителей и гостей столицы Чувашии с Днем Республики.

Михаил Игнатьев выразил слова благодарности всем жителям Чувашии за добросовестный труд и ответственное воспитание подрастающего поколения на основе общечеловеческих и национальных ценностей. Он также отметил, что Правительство республики развивает реальный сектор экономики, выделяются огромные средства на благоустройство городских территорий и населенных пунктов в сельской местности, чтобы улучшить социальное самочувствие жителей региона.

«Впереди у нас очень много дел. В следующем 2020 году мы будем отмечать 100-летие образования Чувашской автономии. Вместе мы реализуем все проекты, основанные на инициативах граждан, и доложим об этом Президенту Российской Федерации. Да здравствует Россия! Да здравствует Чувашия! Слава народу Чувашии!» – сказал руководитель республики.

С главным государственным праздником народ Чувашии также поздравили депутат Государственной Думы Российской Федерации Леонид Черкесов, заместитель Премьер-министра Республики Татарстан Василь Шайхразиев.

На главной сцене праздника состоялось чествование лауреатов Государственных премий Чувашской Республики.

Михаил Игнатьев вручил Государственные молодежные премии Чувашской Республики молодым людям, добившимся высоких результатов в различных сферах деятельности.

Три учреждения культуры Чувашии получили гранты Главы республики в размере 2,8 млн рублей для создания новых постановок в 2020 году. 

Специальным призом Главы Чувашской Республики была отмечен мастер Ольга Волкова, завоевавшая в 2019 году Гран-при XVII Всероссийского конкурса мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая».

Праздник продолжил гала-концерт XXVII Всероссийского фестиваля народного творчества «Родники России», сразу после которого состоялось выступление «звезд» 90-х – солиста группы «Дюна» Виктора Рыбина и певицы Натальи Сенчуковой.