"Чăваш Ен" ПТРК: Шупашкара юратнине пӗлтерчӗҫ

23.07.2019 11:57 | просмотров: 1134
"Чăваш Ен" ПТРК: Шупашкара юратнине пӗлтерчӗҫ

Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле Республикăри профессионал çыравçăсен тата тĕп хулари библиотекăсен пӗрлешӗвӗсем парне хатĕрленĕ. Вĕсем тӑван хулана мухтаса çырнă сăвăсен пуххине пичетлесе кăларнă. 

Алена Артемкина, Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова 

Çĕнĕ кĕнекене хăйнеевĕрлĕ лару-тăрура пахаларĕç - кăвак тӳпе айĕнче. Атăл хĕррине паллă сăвăçсем, шкул ачисем, сатике çӳрекенсем пухăнчӗҫ. Чылайăшĕ сăвă шӑрантарчӗ. Çине-çине вырăсла тата чăвашла хайлавсем янăрарĕç. 

Çакнашкал поэзи уявне çу кунĕсенче час-часах йӗркелеме палăртнă. Иртен-ҫӳренсем те ĕç-пуçа хутшӑнчĕç - чарăнса итлесе тăчĕç. Тен, вĕсен те поэзи патне туртăм çуралĕ. 

Республикăри профессионал çыравçăсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Лидия Филиппова пухăннисене çĕнĕ кĕнекепе паллаштарчĕ. Унта 40 ытла хайлав кĕнĕ. Кĕнеке «Признаюсь в любви к Чебоксарам» ятлă.

Ĕç ăнăçлă пулса тухнă. Ку кĕнеке хăйĕн вулаканне тупатех. Унпа библиотекӑсенче, культурăпа пĕлӳ учрежденийĕсенче паллашма пулӗ. Çитес вăхӑтра пурнăçран уйрăлнă поэтсен сăввисен пуххине хатĕрлес тĕллевлĕ. Вăл хытă хуплашкаллă, тĕрлĕ тĕслĕ пулĕ, ăна сăнӳкерчĕксемпе пуянлатĕç.

Сюжет: http://chgtrk.ru/news/23767