"Чăваш Ен" ПТРК: Чӗмпӗрти чӑваш ялӗнче Раҫҫейри экспедици пулчӗ

23.07.2019 11:48 | просмотров: 1156
"Чăваш Ен" ПТРК: Чӗмпӗрти чӑваш ялӗнче Раҫҫейри экспедици пулчӗ

Вӑл тӗрлӗ халӑх пурӑнакан ял-хула тӑрӑх экспедиципе ҫӳрет. Ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва чунтан юратма вӗрентет. Сӑмах Тверь хулинчи Качака музейӗн ертӳҫи Владимир Лавренёв пирки пырать. Нумай пулмасть вӑл Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗнче пулнӑ.

Алексей Енейкин, Владимир Карсаков 

Владимир Лавренёв кӑҫалхи ҫулҫӳревне "Атӑл - Раҫҫейӗн тӗп урамӗ" ят пама шутланӑ. Мӗншӗн тесен ҫӗршывра пурӑнакансен 60 проценчӗ ҫак юханшыв хӗрринче тӗпленнӗ. Тата ку тӑрӑхра тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма пулать. Ҫак тӗллевпех вӑл 12-16 ҫулти ачасене хӑйпе ертсе ҫӳресе патриотла воспитани парать. Хальхинче вӗсем Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Каша ятлӑ чӑваш ялӗнче пулчӗҫ. Чӑнлӑ районӗнчи ентешсен пуян историйӗпе, йӑли-йӗркипе паллашрӗҫ. Хӑнасене уйрӑмах ӗлӗкхи чӑваш юрри тыткӑнларӗ.

370 ҫул каялла никӗсленнӗ ялта тӗрлӗ хуларан килнӗ ҫамрӑксем валли кӑсӑкли нумай пулчӗ: ҫӑм арларӗҫ, ӗне сурӗҫ, чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса курчӗҫ, хӗрессемпе турӑшсем йӑтса утакансемпе тӗл пулчӗҫ.

Ҫулҫӳревҫӗсем паломниксемпе пӗрле саваплӑ ӗҫе хутшӑнса ял масарнех ҫитрӗҫ. Кунта кашасем кӑҫалхи Троица уявӗнче часовня уҫнӑ. Ачасем пачӑшкӑ ирттернӗ кӗлӗре те пулчӗҫ. Ҫакӑн евӗр хутшӑнусем ҫамрӑксене чунпа пуянрах пулма пулӑшнине калаҫҫӗ аслисем. Ял халӑхӗ кун пек хӑнасене яланах тарават.

Ялти халӑхӑн уҫӑ кӑмӑлӗ, пӳртсене ҫӑраҫҫипе питӗрменни ҫамрӑксене чӑннипех тӗлӗнтернӗ. Кунти ырӑ ҫынсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн нумайӑшӗ ял пирки шухӑшӗ улшӑннине, ҫӗршыв илемне ансат япаласенче курма пуҫланине калаҫҫӗ. Шкул ачисем Владимир Лавренёв ертсе пынипе ялсенчи пархатарлӑ ӗҫе те пӗрре мар хутшӑннӑ: чиркӳсене юсама, масарсене тасатма пулӑшнӑ. Уншӑн пӗр пус та илмен. Проект пуҫаруҫи ҫамрӑксем чунпа таса чух вӗсен чӗрисене ырӑ вӑрлӑх акса хӑвармаллине калать. Авалхи ял-хуласенчи тӗрлӗ халӑх пуянлӑхӗ урлӑ ҫемье тӑнӑҫлӑхне хакласа ҫӗршыв патриочӗ пулма вӗрентет. Ырӑ тӗллевлӗ ҫулҫӳревҫӗсем халӗ Чӗмпӗр тата Самар хулисене ҫитме палӑртнӑ.

Сюжет: http://chgtrk.ru/news/23768