"Чăваш Ен" ПТРК: Вӗсем хамӑрӑн авалхи несӗлсем пурӑннӑ сӑваплӑ вырӑнсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ

18.07.2019 11:30 | просмотров: 1130
"Чăваш Ен" ПТРК: Вӗсем хамӑрӑн авалхи несӗлсем пурӑннӑ сӑваплӑ вырӑнсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ

 

Ҫамрӑк ӑрӑва чӗлхепе культура пуянлӑхне упрама вӗрентеҫҫӗ. Шупашкарта пархатарлӑ тӗллевпе йӗркеленнӗ чунҫӳрев хастарӗсем хальхинче сӑвар-пӑлхар халӑхӗ пурӑннӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗҫ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин

Аслӑ Атӑл хӗрринчи ҫак вырӑна авалхи сӑвар халӑхӗ 8-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Кавказри Биля-Сувар хулинчен куҫса килнӗ. Сӑлтавӗ - ислам тӗнне йышӑнас теменни. Кунта та пусмӑр пуҫлансан пӗр йышши ҫӗнӗ тӗнпе пурӑнма тытӑннӑ. Парӑнманнисем вара ҫав ӗмӗртех ҫӗр ҫухрӑма яхӑн кӑнтӑр хӗвел тухӑҫ еннелле куҫса Сӑварсен хулине йӗркеленӗ. Кунта халӗ пин ытла ҫул каяллахи хулаш пулнине ҫак хӳтӗлев тамписем ӗнентереҫҫӗ. Ҫӗр айӗнчен те сахал мар пуянлӑх тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх ҫак вырӑнта хальхи чӑвашсен, ун чухнехи сӑвар халӑхӗн 10 пинлӗ ҫарӗ тӑнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче хулашӑн хӗвел тухӑҫ енче чунҫӳрев ушкӑнӗ несӗлсене асӑнса ҫак юпасене лартнӑ. Каярахпа чул та вырнаҫтарнӑ. Сӑваплӑ вырӑнта пин ҫул каяллахи асатте-асаннесене асӑннипе пӗрлех авалхи чӑваш йӑлипе хушма ят илекенсем те пур. Атӑлҫи пӑлхар хули вырӑнӗнче вара Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнчи пурлӑха упраса хӑварассипе нумай ӗҫ тунӑ. 12-мӗш ӗмӗрте тӗппипех ҫунтарса янӑ хулара халӗ 14-мӗш ӗмӗрте тунӑ ҫурт пайӗсем кӑна юлнӑ. Уйрӑмах мунча вырӑнӗпе кӗлӗ ҫурчӗсем тата чӑвашла кӑна вуланакан вил тӑпри чулӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ, килсе куракана тӳрех тыткӑнлаҫҫӗ.

Анчах та кунта халӗ авалхи чӑваш халӑхӗ пирки туристсене пӗр ним те каламаҫҫӗ. Ҫапах та пирӗн ӑна манмалла мар. Паянхи чӑвашсем тӗппипех аркатнӑ хуласенчен тарса ӗлкӗрнӗ сапаланчӑк халӑхӑн ывӑл-хӗрӗ пулнине яланах асра тытмалла. Вӑрмансенче тӗпленсе чӑваш халӑхне ҫӗнӗрен аталантарма пултарнӑ вӗсем. Пӑлхарти мӑн-мӑн асаттесем пурӑннӑ Атӑл ҫыранӗ хӗрринче Дмитрий Мадуров скульптор чул юпа лартма хӑю ҫитернӗ. Хальлӗхе ӑна никам та тӗкӗнмен. Чунҫӳревҫӗсем ҫывӑхри Пӳлерте лартнӑ юпа та вырӑнтах ларать.

Чунҫӳревҫӗсем Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче чух Петӗр Хусанкайӑн тӑван ялӗнче - Сиктӗрмере те пулчӗҫ. Поэт ячӗпе хисепленекен музейпа паллашрӗҫ.

Источник: http://chgtrk.ru/news/23725