«Шупашкар: истори, этнографи, культура» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ

30.05.2019 22:35 | просмотров: 611
«Шупашкар: истори, этнографи, культура» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ

Кăçал юратнă хуламăрăн — чăвашсен чĕрин — сумлă çуралнă кунне паллă тăвăпăр. Çавна май ЧР Вĕрентÿ, çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленипе Наци библиотекинче Пĕтĕм Раççейри «Шупашкар: истори, этнографи, культура» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ун ĕçне чăваш ăсчахĕсемсĕр пуçне кÿршĕ регионсенчи, çавăн пекех Мускав тĕпчевçисем, археологĕсем хутшăнчĕç. Пленарлă ларура çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пулчĕç.

Михаил Игнатьев мероприятие хутшăннисене паллă пулăмпа саламланă май хула кун-çулĕ, шăпи унта пурăнакан кашни çыншăн кăсăклă пулнине палăртрĕ. «Историе пĕлмелле, иртнисĕр пуласлăх çук, мĕн пуррине çамрăк ăрăва парса пымалла. Çавăнпа сирĕнсĕр, ăсчахсем, çак ĕçре питĕ йывăр пулĕччĕ, — терĕ. — Эсир пĕрле канашласа, çивĕч ыйтусене хускатса пĕр пĕтĕмĕшле ĕç тума пултаратăр. Патшалăх сире çак ĕçре май килнĕ таран пулăшса пырĕ».

Евгений Кадышев те сăмахне ăсчахсене тав тунинчен пуçларĕ. Гуманитари институчĕн директорĕ Петр Краснов палăртнă тăрăх, пĕлтĕр, юлашки 50 çул хушшинче, Тутарстан тата Чăваш археологĕсем пуçласа пĕрлехи ĕçсем ирттернĕ. Кăçал вара тутар ĕçтешĕсене Аслă Таяпа хулашне тĕпчеме кĕтсе илĕпĕр.

Çакăнпа кÿршĕсем кăмăллă пулнине ТР Ăслăлăх академийĕн Археологи институчĕн ăслăлăхăн тĕп сотрудникĕ, истори ăслăлăхĕн докторĕ Фаяз Хузин палăртрĕ. «Эпир Чăваш Енри ăсчахсемпе тахçантанпах çыхăну тутнă, тытатпăр та. Эпĕ сирĕн корифее — Василий Каховский историке, археолога — пĕлнĕ çеç мар, унпа курнăçнă та, канашланă та. Халĕ çамрăк ăру вăй илсе пырать, çĕнĕ хутшăнусем йĕркеленеççĕ. Ытти чухне конференцисенче кăна тĕл пулнă тăк паян вара ăслăлх экспедицийĕсенче юнашар тăрса ĕçлетпĕр. Кун пек чухне çивĕч ыйтусене тарăнрах хускатма пулать. Пирĕн тăхăмсем — пăлхарсем. Çак еткер çине эпир, пĕр енчен, тутар, тепĕр енчен, чăваш пек пăхатпăр. Çапла пулмалла та, çав вăхăтрах пĕрлехи пĕтĕмлетÿ тума та пултармалла. Çавăнпа çыхăну тытса ĕçлетпĕр те. Пирĕн ку енĕпе специалистсем те, майсем те çителĕклĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пурĕ те 7 археолог çеç пулнă, халĕ — 150 ытла. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн ăсчахсен Хусанпа çыхннă ыйтусене татса пама тиврĕ, халĕ эсир çав ыйтупах ĕçлетĕр. Василий Каховскин, çавăн пекех Мускав археологĕн Юрий Красновăн экспедицийĕсенче тупнă хатĕрсем Шупашкар тата 100-200 çул аслăраххине уççăнах çирĕплетеççĕ. Унтан та ытларах — вăл ун чухнех хула пулнине те».

Пленарлă ларăва Раççей ăслăлăх академийĕн Раççей истори институчĕн ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Константин Аверьянов уçрĕ. Константин Аверьяновичăн доклачĕ — «Шупашкарăн авалхи историйĕнчен» — хăйне майлă кăсăклă: араб çыруçисем çырса хăварнă документсене те аса илчĕ вăл. Унта палăртнă тăрăх, Шупашкара 15-мĕш ĕмĕрчченех никĕсленĕ, анчах вăл çав тапхăрта ял е пулă тытакансем сезон тапхăрĕнче пурăнакан хутлăх кăна пулма пултарнă.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсенчи истори ăслăхĕсен кандидачĕн Наталия Березинăн «Шупашкар археологийĕ: тĕпчевĕн кăтартăвĕсем тата тĕллевĕсем» доклачĕ çак шухăш тĕрĕс маррине çирĕплетрĕ. Наталия Степановна илсе кăтартнă тĕслĕхсем пирĕн хула 13-мĕш ĕмĕртех çирĕп, пуян хула шутланнă. Çакна археологсем экспедици вăхăтĕнче тупнă хатĕрсем — ют тăрăхран кÿрсе килнĕ савăт-сапа, çуртра усă курнă ытти япала лайăх ĕнентереççĕ.

Институт ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕн кандидачĕ Георгий Матвеев «Шупашкар тĕслĕхĕ çинче хальхи хула çыннисен йăла тата культура сĕмĕ мĕнле палăрни» ыйтăмăн хуравĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕпчеве 105 çынна хутшăнтарнă, вĕсенчен 100-шĕ — чăваш. Чылай çемьере тăван чĕлхепе калаçаççĕ пулсан та, экспертсем палăртнă тăрăх, чăваш чĕлхин хутлăхĕ çав-çавах хĕсĕнсе пырать.

Мускавран килнĕ тепĕр хăна — Раççей ăслăлăх академийĕн Этнологипе антропологи институчĕн ĕçченĕ, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ Наиля Спицына Шупашкарăн хальхи вăхăтри демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Юлашки çулсенче демографие лайăхлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме пуçларăмăр темелле, наци программи те йышăнтăмăр. Ыйту вара çав-çавах çивĕчçха, çакă пире кăна мар, çĕршывĕпех, тĕрĕссипе, тĕнчипех пырса тивет.

Пленарлă лару хыççăн конференцие хутшăннисем секцисене пайланса ĕçлерĕç.

 

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Хыпара çакăнтан илнĕ: «Шупашкар: истори, этнографи, культура» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ