Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наукăпа практика конференци ĕҫне хутшăннă

30.05.2019 21:52 | просмотров: 1389
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наукăпа практика конференци ĕҫне хутшăннă

Ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин тĕп хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раҫҫейри наукăпа практика конференци ĕҫне хутшăннă.

Мероприятине Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, тĕрлĕ хулсенчен килсе ҫитнĕ сумлă та паллă историксем, архиологсем тата ытти ăсчахсем пуҫтарăннă. Вĕсемпе пĕрле республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем чылайăн пулнă.   

Хулашăн иртнĕ тата хальхи пурнăҫа тĕпчесе пĕлни уйрăмах пысăк тесе хакланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Тĕрлĕ регионсенче ĕҫлекенсем пĕр-пĕринпе килĕшсе туслăн ĕҫленине ырланă.  Истори тĕлĕшĕнчен йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те пĕрле сӳтсе явса тĕрĕс йышăнусем туса хăварни питĕ паха тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Хула историпе ытларах ҫамрăксене паллаштарма тĕллев лартмалла. Ку ĕҫе аслă ҫулсенчисене те явăҫтарсан лайăх пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Вĕсем чăн-чăн историне хăйсен куҫĕпе курса хакланă, нумайăшĕ хула пурнăҫне сахал мар витĕм кӳнĕ тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

«Иртнине хаклама пĕлмесен, пуласлăх пирки калама хĕн. Пирĕн историне лайăх пĕлмелле, ăна асра тытмалла. Кун пирки никамăн та манма юрамасть. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел ура ҫине тăратни кăна сахал, вĕсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен, ăс-хакăл енчен те пуянлатса пыма пĕлмелле пирĕн. Ҫакă таса тивĕҫ пуриншĕн те. Шупашкар аталанăвне ҫитĕнекен ăру та тӳпе хывĕ. Историне тарăн тĕпчесе пĕлни вара, Тăван ҫĕршывăмăр, юратнă хуламăра тата та ытларах хисеплеме май парать. Пирĕн хамăрăн тĕп хуламăрпа яланах мăнаҫланмалла», - тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.

Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев ăсчахсене тав тунă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă. Чаплӑ ӑсчахсен наукӑри ҫитӗнӗвӗсем малашнехи кал-кал аталанӑва пулӑшу кӳрессе каланă. Професси ӗҫӗ-хӗлӗ наукӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ хавхалану, ҫӗнӗ пуҫарусем тума тата экономикӑн чӑн секторӗнче тата социаллӑ сферӑра ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама сунатӑп тенĕ вăл.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче тĕрлĕ тĕпчев ĕҫĕсемпе паллашнă пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсем пирки пĕлнĕ.  

Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наукăпа практика конференци ĕҫне хутшăннă