"Сувар" хаçат: Константин Малышев редактортан тухрĕ

28.05.2019 15:50 | просмотров: 1213
"Сувар" хаçат: Константин Малышев редактортан тухрĕ

2003 çултанпа çак таранччен «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин «Сувар» хаçат редакцийӗ» филиалӗн ертӳçи – тӗп редакторӗ пулса ӗçленӗ К.А.Малышев урăх ӗçе куçнăран 2019 çулхи майăн 21-мӗшӗнчен пуçласа ертӳçӗ тивӗçӗсене И.Ф.Трифонова пурнăçлать. Ирина Федоровна Трифонова «Суварта» çӗнӗ çын мар, редакцире 1997 çултанпа тăрăшать. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче 1977 çулта çуралнă. Хусанти патшалăх педагогика университетне (1999), Раççейри халăхсен хушшинчи туризм академине (2003), Хусанти патшалăх технологи университечӗ çумӗнчи «Стиль» Раççей-Итали шкулне (2010) пӗтернӗ. Пысăк опытлă журналист, талантлă çыравçă, хастар обществăлла деятель. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ. Ӗçтешӗмӗре çӗнӗ тивӗçпе саламласа ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: "Сувар" хаçат: Алексей Наумов. Константин Малышев редактортан тухрĕ