ЧНК: Константин Иванов - наци ырă тĕлĕнтермĕшĕ

27.05.2019 18:48 | просмотров: 1230
ЧНК: Константин Иванов - наци ырă тĕлĕнтермĕшĕ

Константин Иванов - наци ырă тĕлĕнтермĕшĕ

Паян, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 129 çул çитрĕ. Çак паллă кун Шупашкарти чăваш академи драма театрĕ умĕнчи поэтăн палăкĕ умĕнче литературăпа поэзи уявĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен профессиллĕ çыравçăсен Союзĕ тата Культура министерстви йĕркелерĕ.
Уява çыравçăсем, культурăпа ÿнер учрежденийĕсенче тăрăшакансем, студентсемпе вĕрентекенсем, телевиденипе радио, хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç. 
Мероприятие чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пычĕ. Вăл аслă поэтăн пултарулăхне, унăн пĕлтерĕшне аса илчĕ. Валерий Владимирович тĕнчери паллă çынсем поэтăн пултарулăхне мĕнле хакланине цитатăласа вуласа пачĕ.
Чăваш Республикин Культура министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Кирилл Николаевич Павлов Константин Яковлев министр ячĕпе пурне те манăçми поэтăн çуралнă кунĕпе саламларĕ.
Малалла профессиллĕ писательсен Союзĕн председательне Лидия Филипповăна сăмах пачĕç.
«Кĕçтенкки Иванов – поэт, писатель, скульптор, ÿнерçĕ, вĕрентекен, кĕвĕçĕ тата ытти те, кашни енне уйрăм тишкерме пулать. Унăн ырă ячĕ яланах пуриншĕн те асра. Пире, çыравçăсене унăн тĕлĕнмелле пултарулăхĕ хавхалантарса пытăр»,- терĕ Лидия Ивановна. 
Литература уявĕнче чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи, Светлана Асамат паллă поэтсем хăйсен хайлавĕсене хĕрÿллĕ вуларĕç.
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ильич Ухтияров конгресăн президенчĕн Николай Федорович Угасловăн ячĕпе уява пухăннисене саламларĕ. 
«Кам-ха вăл К.Иванов? Вăл çырнă «Нарспи» поэма çамрăксемшĕн идеал. Хĕрсем Нарспи пек хитре пуласшăн, пурте çак хайлав майлă сăвăсем çырма ăнтăлаççĕ, унăн сăвă çырас мелне усă курасшăн тăрăшаççĕ», - терĕ Анатолий Ильич.
Уява вĕçлесе пурте чăваш халăхĕн мухтавлă поэчĕн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.
(Автор сăнÿкерчĕкĕсем)

Тĕплĕнрех çакăнта пăхăр: Константин Иванов - наци ырă тĕлĕнтермĕшĕ