Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн палăкне уçнă

13.05.2019 09:13 | просмотров: 1153
Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн палăкне уçнă

Чăваш халăхĕн сахал мар ывăлĕ-хĕрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа харсăр çапăçса Герой Çăлтăрне тивĕçнĕ. Çав Паттăрсенчен пĕри – Алексей Романович Логинов. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ӳснĕ ентешĕмĕр 1943 çулта Днепр çывăхĕнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Шел те, Алексей Логинов лейтенант авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче йывăр çапăçура вилмеллех аманнă. Совет Союзĕн Геройĕ ятне ăна 1944 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче панă. Çавăн пекех Ленин орденĕпе наградăланă.

«Çĕнтерӳ кунĕ умĕн Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн палăкне уҫни – ҫав тери пархатарлă ĕҫ. Пуриншĕн те паллă пулăм ҫакă»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

 Паян Логинов урамĕнче, Совет Союзĕн Геройĕн ятне 2018 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче панă, палăка уçнă. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă уява Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, тĕп хула ертӳлĕхĕ, депутатсем, ветерансем, Паттăрăн тăванĕсем, хула çыннисем хутшăннă.

«Алексей Логиновăн палăкĕ – пурсăмăра та малаллах ăнтăлма хистет. Вăл паттăр пуриншĕн те паха та ырă тĕслĕх. Çакăн евĕрлĕ палăксем уçни эпир хамăрăн Геройсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ентешсене, тыл ĕçченĕсене, тăлăх арăмсене асра тытнине кăтартать, çамрăк ăру чун-чĕринче патриотизм туйăмĕсене вăратма пулăшать», –  тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, Алексей Логиновăн палăкĕ – республикăри 1375-мĕш палăк шутланать.

Чăваш ЕНри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин пурне те ырă ĕҫшĕн тав тунă. Уйрăмах республика Пуҫлăхне пуҫарăва пурнăҫа кĕртме пысăк тĕрев панăшăн мухтанă.  

Геройăн мăнукĕ Валерий Гордеев. Вăл та ҫак паллă пулăмшăн пурне те тав тунă.

Палăка кĕлĕ вуласа сăвап тăваканĕ Шупашкарти чиркӳре тăрăшакан архимандрит Гурий пулнă.  

Фоторепортаж

Тĕпĕнрех çакăнта пăхмалла: Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн палăкне уçнă