"Раççей" ПТРК: "5" паллӑ илни ӗҫре шанӑҫпа ҫирӗплӗх кӳрет

30.04.2019 10:23 | просмотров: 1282
"Раççей" ПТРК: "5" паллӑ илни ӗҫре шанӑҫпа ҫирӗплӗх кӳрет

 

ӗтӗм чӑваш диктанчӗ ҫыракансенчен ытларахӑшӗ тӑван чӗлхене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫакна малтанхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх калама пулать. Сӑмахран, Вӗренӳ институӗнче диктант ҫырнӑ 81 ҫынран ҫурри "5" илнӗ. Пӗтӗмӗшле кӑтарту ҫак кунсенче паллӑ пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх университетӗнче вырӑс чӗлхипе маларах ҫырнӑ Тотальный диктан ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.

Владимир Тимофеев, Лидия Галактионова, Виктор Степанов 

"5" паллӑ илекен кӑҫал нихҫанхинчен нумай пулнӑ - 75-ӗн. Урӑхла каласан акцие хутшӑннӑ кашни 10-мӗш ҫын диктант пӗр йӑнӑшсӑр ҫырнӑ. Комисси ӗҫсене пӗр эрне тӗрӗсленӗ. Хӑшӗ пӗри пӗлӗвӗпе кӑна мар, шӑрҫа пек ҫырӑвӗпе тӗлӗнтернӗ. Ҫак илемлӗ йӗркесем Яна Степанова алли айӗнчен тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ акцие тулли кӑмӑлпа хутшӑннине, текст авторӗн пултарулахӗ те килӗшнине палӑртрӗ. Хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленисен йышӗнче, яланхи пекех, тӗрлӗ ӳсӗмри тата професси ҫыннисем. "Ульяновец" хаҫат тӗп редакторӗ Олеся Герасимова 5-мӗш хут диктант ҫырнӑ. Кӑҫал "5" паллӑ илни ӑна тӗп ӗҫре шанӑҫпа ҫирӗплӗх кӳрет. 

Акци ҫӗнтерӳҫисенчен ытларахӑшӗ вӗрентекенсем, калем ӑстисем, студентсем. Тамара Максимова редактор халӗ ӗҫлемест пулин те, хӑйӑн ӑсталӑхне ҫухатманни ӑна хавхалантарать. 

Ырӑ тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче, ҫавӑн пекех истори наукисен докторӗ Тихон Сергеев. Вӑл вырӑсла та, чӑвашла та диктантсем тӑтӑшах ҫырать. Кӑҫал акцие халалласа сӑвӑ йӗркисем те шӑрҫаланӑ ученый. Аудиторире ҫавӑн пекех чикӗ леш енчен вӗренме килнӗ студентсене курма пулчӗ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне тест мелӗпе тӗрӗсленӗ. 14 ҫын лайӑх паллӑ илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене сертификатсем, асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: "Раççей" ПТРК: "5" паллӑ илни ӗҫре шанӑҫпа ҫирӗплӗх кӳрет