Вĕренÿ министерстви чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен республикăри конкурсне ирттерчĕ

30.04.2019 09:54 | просмотров: 1310
Вĕренÿ министерстви чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен республикăри конкурсне ирттерчĕ

2019 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче  Шупашкар хулин 40-мĕш вăтам шкулĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика шайĕнчи конкурсне ирттерчĕ.

Чăваш чĕлхишĕн чун парса ĕçлекенсене саламлама Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Николаевна Федорова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Владимировна Петрова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи Геронтий Лукиянович Никифоров килсе çитрĕç.  

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрне 9 учитель хутшăнчĕ:

Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь вăтам шкул вĕрентекенĕ;

Васильева Оксана Георгиевна, Шупашкар хулинчи 38-мĕш шкул вĕрентекенĕ;

Карасева Светлана Николаевна, Муркаш районĕнчи «Золушка» 14-мĕш ача сачĕн педагогĕ;

Краснова Олеся Юрьевна, Шупашкар хулинчи 203-мĕш ача сачĕн педагогĕ;

Николаева Ирина Юрьевна, Канаш хулинчи 3-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ;

Орлова Татьяна Николаевна, Йĕпреç районĕнчи Пучинке ача сачĕн педагогĕ;

Семенова Людмила Алексеевна, Шăмăршăри вăтам шкул вĕрентекенĕ;

Серебрякова Юлия Александровна, Чĕмпĕр хулинчи Губернатор лицейĕн вĕрентекенĕ;

Сироткина Елена ВячеславовнаШупашкар хулинчи 64-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Конкурса хутшăнакансем икĕ номаницере тупăшрĕç: «ăстаçă урокĕ» тата чăваш тумне кăтартас ăсталăх. Конкурс çĕнтерÿçи Краснова Олеся Юрьевна, Шупашкар хулин 203-мĕш ача сачĕн педагогĕ, пулса тăчĕ. Саламлатпăр!

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: Конкурса пĕтĕмлетрĕҫ