Захарова Н. Чăваш тĕррин музейне ача сатне çÿрекенсем çав тери кăмăлласа йышăнаççĕ

25.04.2019 13:50 | просмотров: 1121
Захарова Н. Чăваш тĕррин музейне ача сатне çÿрекенсем çав тери кăмăлласа йышăнаççĕ

Чăваш тĕррин музейне ача сатне çÿрекенсем çав тери кăмăлласа йышăнаççĕ. Юр ирĕлсе пĕтнĕ-пĕтмен вĕсем кунта уйăх маларах çырăнса килме пуçлаççĕ. Ку çул та шкул çулне çитменнисем 10 сехетченех (музей алăкне уçма вăхăт çитиччен!) килсе курса каяççĕ. Вĕсем ансат çĕвĕсене те хаваспах тĕрлеме вĕренеççĕ, пукане ăсталаса, «чăвашла» тумлантарса илемлетеççĕ …. 
Хула айккинерех вырнаçнă ача сачĕсем музейра ĕçлекенсене хăйсем патне чĕнеççĕ. Ÿкерчĕкре шăпах 112-мĕш ача сачĕн пĕр ушкăнĕнчи шăпăрлансене куратăр. Вĕсем хытă хутран пукане касса кăларса аркине «кукăр-макăр» çĕвĕпе илемлетрĕç.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Захарова Н. Чăваш тĕррин музейне ача сатне çÿрекенсем çав тери кăмăлласа йышăнаççĕ