Чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш олимпиадăн çĕнтерÿçисене саламлатпăр

18.04.2019 10:50 | просмотров: 1328
Чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш олимпиадăн çĕнтерÿçисене саламлатпăр

2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисемпе студентсем хушшинче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна Раççейрен тата ун тулашĕнчен 400 ытла шкул ачипе студент хутшăнчĕ.

Олимпиада икĕ енпе иртĕ: «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем, «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйӗсене виҫрӗҫ.

«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе ăмӑртӑва 2018, 2019 çулсенче регион шайĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулнă, Чӑваш, Тутар Республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 57 ача хутшӑнчӗ.

«Чăваш чĕлхин илемĕ» олимпиада онлайн формăпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн инçет мелĕпе вĕренмелли Мoodle системинче иртрĕ, унта Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Казахстанран тата Туркменистанран 355 вĕренекен хутшăнчĕ.

«Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» юхăм çĕнтерӳçисем сертификатсем, дипломсемпе парнесем илме тивĕç пулчĕç.

«Чăваш чĕлхин илемĕ» дистанциллĕ олимпиадăна хутшăннисене пурне те электрон почтăпа сертификатсем, çĕнтерӳçĕсемпе призерсене – I, II, III степеньлĕ дипломсем ярса парĕç.

Олимпиада çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, вĕсен вĕрентекенĕсене чĕререн саламлатпăр, малалла та тĕрлĕ конкурсра çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.

«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе». Протокол.

«Чăваш чĕлхин илемĕ» (шкул ачисем). Протокол.

«Чăваш чĕлхин илемĕ» (студентсем). Протокол.

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: Чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш олимпиадăн çĕнтерÿçисене саламлатпăр