Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конкурсĕн кĕретсĕр тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ

18.04.2019 10:46 | просмотров: 1256
Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конкурсĕн кĕретсĕр тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика шайĕнчи конкурсĕнкĕретсĕр тапхăрĕ иртрĕ.

Кĕретсĕр тапхăра конкурсантсем çак материалсене тăратрĕç: «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе, меслетлĕхпе çырнă ĕçсем (меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем), чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн (занятин) видеофрагменчĕ, урокăн (занятин)  видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерни.

Конкурсăн кĕретсĕр тапхăрне пурĕ 41 педагог хутшăнчĕ, вĕсенчен ача сачĕнчи   педагогсем – 18, шкул вĕрентекенĕсем – 23.

Жюри кĕретсĕр тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса 9 çĕнтерÿçĕ палăртрĕ.

Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:

-Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле районĕн Якуртушкăнь вăтам шкул вĕрентекенĕ,

-Васильева Оксана Георгиевна, Шупашкар хулин 38-мĕш шкул вĕрентекенĕ,

-Карасева Светлана Николаевна, Муркаш районĕн «Золушка» 14-мĕш ача сачĕн педагогĕ,

-Краснова Олеся Юрьевна, Шупашкар хулин 203-мĕш ача сачĕн педагогĕ;

-Николаева Ирина Юрьевна, Канаш хулин 3-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ,

-Орлова Татьяна Николаевна, Йĕпреç районĕн Пучинке ача сачĕн педагогĕ,  

-Семенова Людмила Алексеевна, Шăмаршă вăтам шкул вĕрентекенĕ,

-Серебрякова Юлия Александровна, Чĕмпĕр хулин Губернатор лицей вĕрентекенĕ,

-Сироткина Елена Вячеславовна, Шупашкар хулин 64-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Конкурсăн кĕретлĕ тапхăрĕ 2019 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш вăтам шкулĕнче иртет. Конкурс 10 сехетре пуçланать.

Кĕретлĕ тапхăрта конкурсантсен:

1)      15-20 минутлă урок (заняти) фрагменчĕ кăтартмалла;

2)      «Чăваш тумĕ – подиум çинче» кăтартăва хутшăнмалла (учителĕн хăй тăхăннă чăваш тумĕ çинчен каласа памалла).

Чи нумай балл пухнă педагог çĕнтерÿçĕ пулать, ытти конкурсантсем тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем пулĕç.

Çыхăну адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ).

Телефон: 88352 58-46-44.

E-mail: chrio6@cap.ru .

Хыпарпа тĕплĕнрах çакăнта паллашма пулать: ЧРВИ: Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конкурсĕн кĕретсĕр тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ