Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019

18.04.2019 09:27 | просмотров: 1650
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2019

Чăваш чĕлхи кунне, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине тата Раççейри театр çулне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци ирттереççĕ. Вăл 2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртмелле. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

2019 çулта Йĕркелÿ комитечĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илчĕ.

Иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене:

2013 çулта Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕЮрий Сементер хатĕрленĕ;

2014 çулта ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист çырнă;

2015 çулта чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕччĕ;

2016 çулта - чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» повесть (Шупашкар, 1977 çул) сыпăкĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ;

2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Геннадий Никандрович Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ;

2018 çулта чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнисенчен хатĕрленĕ текст пулчĕ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Алексей Александров («Сантăр Элтиярĕ») Чăваш наци радиовĕн редакторне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикинчи Тăвай районĕн Ураскасси ялĕнче 1996 çулти çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Шупашкар хулинче пурăнать. Мĕн ачаран чăваш халăхĕн эткерĕпе кăсăкланнă. Халĕ ăна Чăваш Ен наци радиовĕнче "Сантăр Элтиярĕ" ятпа пĕлеççĕ. Вăл "Эткер", "Ылтăнран хаклă", "Пĕр кăкран" тата "Кала-ха" кăларăмсен ярăмĕсене йĕркелесе пырать.

Маларах диктант сăн-сăпачĕ пулма çак хастарсем тивĕçлĕ пулнăччĕ:

2015 çулта - Алиса Чайникова (Ахахпи), "Чăваш пики - 2013" конкурс çĕнтерÿçи, паллă юрăçă;

2016  çулта - Ольга Элиме, шкултан медальпе вĕренсе тухнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, "Тăван радио" редакторĕ;

2017 çулта - Мария Самделова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки, «Патăрьел чăваш пики – 2013» кoнкypc çĕнтерӳçи, «Регионсем хушшинчи чăваш пики – 2015», «Раççей чăваш пики – 2016» конкурссен финалистки, «Çулталăк моделĕ – 2016» титула çĕнсе илнĕ пике, Наци радиовĕн дикторĕ;

2018 çулта - Александра Прокопьева, культура эткерлĕхĕн, экологи тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «ЮНЭКО» çамрăксен форумĕнче I степеньлĕ Диплома тата «Студентсен чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ» медале тивĕçнĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 Fm, 105.0 Fm тата 72.41 УКВхумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuvashsky.d@yandex.ru

2-мĕш вариант. Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсене 13.00 сехетре çакăнта кĕтетпĕр:

1) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш, 206-мĕш аудиторисем);

2) Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, лару залĕ);

3) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче (Университет урамĕ, 38 çурт, 434-мĕш аудитори);

4) Чăваш Республикин наци библиотеки («Чăваш кĕнеки» центр, 201 пÿлем).

2-мĕш вариантпа диктант çырма кăмăл тунисен chuvashsky.d@yandex.ruадреспа заявка ярса памалла, çакă диктант çырмалли аудиторисенчи вырăн шутне, бланксене, текст вулакансен йышне палăртма кирлĕ. Заявка форми:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят

Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар)

Миçе çулта?

Ăçта çырасшăн (Шупашкарта-и (хăш пунктра) е пурăнакан вырăнта-и?

 

Диктант текстне вулакансемпе ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 14.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн 312-мĕш аудиторийĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) заняти ирттереççĕ.Диктант çырас умĕн тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн 312-мĕш аудиторийĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем: 8(8352) 45-02-58 (Долгова А.П., Кузнецов А.В.), 8(8352) 45-99-96 (Петрова С.В.), 8(8352) 62-61-49 (Денисова Т.В.).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://chgign.ru адреспа («Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» страницăра) тупма пулать.

Прикрепленные файлы

Информация о диктанте 178.85 Kb | загрузили: 770
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019 238.83 Kb | загрузили: 742