ЧĂВАШЛĂХ ВĂЙЛАНĔ

15.08.2017 12:01 | просмотров: 1664

 

Патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сайчĕпе вулакансем ытларах та ытларах кăсăкланни пире савăнтарать. Унти материалсем чăвашла е вырăсла тухса тăнине тишкернĕ статья чăнлăхпа килĕшет тесе шутлатпăр, критикăна йышăнатпăр. Чăваш Республикинчи наципе культура аталанăвĕн „Ирĕклĕх” халăх ертÿçи Д.С. Степанов чăваш чĕлхипе ăслăлăхра усă курас ĕçе анлăлатас тĕллевпе майсем ытларах тума кирли çинчен çырса янине эпир малашне шута хурăпăр, ку тĕллевпе çине тăрса ĕçлĕпĕр.