«Пĕтĕм чăваш диктантне» хатĕрленетпĕр: тĕрĕс çырма вĕренетпĕр

17.04.2019 11:50 | просмотров: 1131
«Пĕтĕм чăваш диктантне» хатĕрленетпĕр: тĕрĕс çырма вĕренетпĕр

2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13 сехетре Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци иртет.

Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕн правилисене аса илес текенсем валли Чăваш Республикин вĕренÿ институтчĕ заняти ирттерет.

Диктант çырса «5» илес текенсене пурне те ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн 312-мĕш аудиторийĕнче кĕтетпĕр. Заняти 13 сехетре пуçланать.

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: «Пĕтĕм чăваш диктантне» хатĕрленетпĕр: тĕрĕс çырма вĕренетпĕр