Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2019

16.04.2019 13:23 | просмотров: 446
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2019

2019 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттернĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци Йĕркелÿ комитечĕ ларăвĕн йышăнăвĕсем:

1. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акцие ирттерме хатĕрленес, çак ĕçе йĕркелес:

Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнерĕнпе 550 çул çитнине халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акцие 2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13 сехетре ирттерес.

Диктант çырмалли бланксене çапса кăларса салатас.

Акцие йĕркелесе ирттерме хутшăннă хастарсене хавхалантарма Тав çырăвĕсем тата «5» паллă илнисем валли Сертификатсем хатĕрлес.

2. Диктант тексчĕсен «Тĕп хуламăр - Шупашкар» е «Театр çулĕ» конкурсне пĕтĕмлетес, Владислав Николаев çыравçă, журналист Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илес.

3. «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулама «Тăван радио» редакторне Маргарита Мельниковăна çирĕплетес.

4. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Алексей Александров («Сантăр Элтиярĕ») Чăваш наци радиовĕн редакторне çирĕплетес.

Чăваш Республикинчи Тăвай районĕн Ураскасси ялĕнче 1996 çулти çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Шупашкар хулинче пурăнать. Мĕн ачаран чăваш халăхĕн эткерĕпе кăсăкланнă. Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вара ытларах биологи, экологи, географи, хими тата истори енĕсемпе пĕлĕве туптанă. Район, республика шайĕнче пĕрре мар пултарулăхне кăтартнă. Раççей шайĕнчи тупăшусенче те биологипе тата экологипе çĕршыври чи пултаруллă ачасенчен пĕри пулнă, Чăваш Ен чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. 2012 çулта "Çурăм шăммиллĕ чĕрчунсен зоологийĕ" дисциплинăпа Раççейĕпе чи лайăх пĕлекен шкул ачи пулса тăнă. Биологи енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне кĕнĕ, тĕнче шайĕнчи олимпиадăна Мытищи хулинче хатĕрленнĕ. Шкул хыççăн çăмăллăнах Хусанти медицина университетне вĕренме кĕнĕ. Икĕ çул Тутарстан Президенчĕн "Тутарстанри пултаруллă çамрăксем" ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах Тутар Республикинчи чăвашсемпе тачă хутшăну йĕркеленĕ, унти хастарсемпе чăваш çамрăкĕсем валли ташă каçĕсем, Çĕнĕ çул уявĕсем йĕркелес ĕçе хутшăннă. Медицина университетĕнчен кайсан Тутарстанри чăвашсен "Сувар" обществăпа политика хаçатĕнче вăй хума тытăннă, Чăваш патшалăх университетне вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи чăваш филологи уйрăмне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Паянхи кун 4-мĕш курс студенчĕ, лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пырать.

2016 çулта Хусантан Шупашкара куçса килнĕ, Чăваш Ен наци радионе ĕçе вырнаçнă. Пирвайхи тапхăрта хыпарсен пайĕнче вăй хунă, кайран илемлĕ кăларăмсен пайне куçнă. Паянхи кун Алексее "Сантăр Элтиярĕ" ятпа пĕлеççĕ. Вăл "Эткер", "Ылтăнран хаклă", "Пĕр кăкран" тата "Кала-ха" кăларăмсен ярăмĕсене йĕркелесе пырать. "Эткер" кăларăмра чăвашсен сăмахлăхне, йăли-йĕркине тĕплĕн тишкереççĕ. Вăл эрнере пĕр хут тухать. Алексей республикăри паллă фольклорçăсемпе, этнографсемпе ĕçлет. "Ылтăнран хаклă" ярăм кунсеренех эфирта. Вăл чăвашсен Христос тĕнĕчченхи ячĕсем çинчен. Ятăн историне, тымарĕсене палăртаççĕ. "Пĕр кăкран" кăларăм республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен пурнăçĕнчи курăмлă самантсемпе паллаштарать. "Кала-ха" кăларăм ачасем валли йĕркеленнĕ, кашни кун тухать, тĕнчери чи кăсăк ыйтусене сÿтсе явать, чăвашсен кун-çулне, йăли-йĕркине ăнланма пулăшать.

2018 çулта Алексей Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ, халăх юррисене харпăррăн тата ушкăнпа юрлама хăнăхтаракан уйрăмра пĕлÿ пухать. Халĕ вăл пĕрремĕш курс студенчĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ тав хучĕпе чысланă. Музыка училищин, Халăх пултарулăхĕн çурчĕн ĕç-пуçне хастар хутшăннăшăн та пĕрре мар тав хучĕ илме тивĕçнĕ вăл. Музыка училищинчи "Янтал" ансамбльпе Алексей республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи тупăшусенче малти вырăнсем йышăннă.

    5. Диктант текстне аудиторисенче вулакансен çак йышне палăртас:

1) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ (тĕп вырăн):

а) Алексей Александров (Сантăр Элтиярĕ), Чăваш наци радиовĕн редакторĕ;

б) Маргарита Мельникова, «Тăван радио» редакторĕ;

2) И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ:

а) Семенова Галина Николаевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ;

ă) Мукина Ираида Васильевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ;

3) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ:

а) Ядранская Инесса Владимировна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Наци вĕренĕвĕ центрĕн ертÿçи;

ă) Игнатьева Валентина Ивановна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес меслетлĕх лабораторийĕн пуçлăхĕ;

4) Чăваш Республикин наци библиотеки (201 пÿлем):

вулакан кирлĕ мар, радио итлесе çыраççĕ.

6. Диктант текстне вулакансемпе заняти ирттермелли вăхăта палăртни.

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 14 сехетре.

7. Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕн правилисене аса илес текенсем валли заняти ирттермелли вăхăта палăртни.

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13 сехетре.

8. Диктант тексчĕсене тĕрĕслекенсен йышне йĕркелени.

Артемьева Тамара Васильевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ;

Ахвандерова Алина Давыдовна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ;

Брусова Галина Федоровна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ;

Васильева Людмила Геннадьевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Доброва Надежда Васильевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Егорова Анна Семеновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Ефремова-Ильина Надежда Геннадьевна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ;

Иванова Надежда Григорьевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Игнатьева Валентина Ивановна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Ильина Галина Геннадьевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

Кузнецов Александр Валерьянович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ;

Лебедев Эдуард Евгеньевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ;

Михуткина Марина Геннадьевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Мукина Ираида Васильевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

Никифорова Вера Витальевна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ;

Осипов Николай Николаевич, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ;

Петров Леонид Порфирьевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ;

Петрова Людмила Германовна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Савирова Марина Петровна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

Семенова Галина Николаевна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

Семенова Татьяна Ивановна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ;

Софронова Ирина Владимировна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

Федорова Алевтина Рюриковна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Федотова (Ермилова) Елена Владимировна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн;

Чекушкина Елена Петровна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

Чернова Нина Николаевна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Ядранская Инесса Владимировна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ;

Якимова (Афанасьева) Екатерина Романовна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

Якимова Надежда Ивановна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ;

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕ факультетĕнчи аслă курс студенчĕсем;

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи аслă курс студенчĕсем.

Йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Г.А. Николаев

 

Институт сайтĕнче ятарласа Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2019 страница йĕркелерĕмĕр. Унта диктант çинчен тулли информаци тупма пулать. Бланксене те çавăнтах вырнаçтаратпăр.

 

Прикрепленные файлы

Диктант сăн-сăпачĕ 8.26 Mb | загрузили: 90