Чăваш чĕлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади 2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртет

11.04.2019 11:11 | просмотров: 1202
Чăваш чĕлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади 2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртет

2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади пулать. Олимпиада икĕ енпе иртĕ: «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем, «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйӗсене виҫӗҫ.

«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе ăмӑртӑва 2018, 2019 çулсенче регион шайĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулнă, Чӑваш, Тутар Республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 67 ача хутшӑнӗ.

Олимпиадăна хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатпăр.

Олимпиада положенийĕ...

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: Чăваш чĕлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади 2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртет