«Чăваш чĕлхине «Кала-ха» пособипе вĕрентесси» темăпа вĕрентекенсен республика шайĕнчи семинарĕ иртрĕ

11.04.2019 11:08 | просмотров: 1167
«Чăваш чĕлхине «Кала-ха» пособипе вĕрентесси» темăпа вĕрентекенсен республика шайĕнчи семинарĕ иртрĕ

2019 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш  вăтам шкулĕнче «Чăваш чĕлхине «Кала-ха» пособипе вĕрентесси» темăпа  вĕрентекенсен республика шайĕнчи семинарĕ иртрĕ. Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ йĕркелесе ирттерчĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене «Кала-ха» пособи  авторĕсем А.В. Блинов, Л.П. Николаева, А.В. Егорова уçă уроксем кăтартрĕç,  «Кала-ха» вĕренÿ комплектне кĕрекен ытти хатĕрсемпе уроксенче еплерех усă курмаллине ăнлантарса пачĕç.

Пĕтĕмлетÿ калаçăвĕнче семинара пухăннă «Кала-ха» вĕренÿ комплекчĕпе шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсем вĕренÿ комплекчĕн лайăх енĕсене палăртрĕç, авторсене ырă сĕнÿсем пачĕç, шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: «Чăваш чĕлхине «Кала-ха» пособипе вĕрентесси» темăпа вĕрентекенсен республика шайĕнчи семинарĕ иртрĕ