"Чăваш Ен" ПТРК: Халӑха тивӗҫлӗ майсем туса парас тӗллевпе пурӑннӑ

10.04.2019 10:10 | просмотров: 1323
"Чăваш Ен" ПТРК: Халӑха тивӗҫлӗ майсем туса парас тӗллевпе пурӑннӑ

Патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченӗ Леонид Прокопьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Ӑна асӑнса Наци библиотекине хӑй вӑхӑтӗнче пӗрле тӑрӑшнисем, тӑванӗсем, ентешӗсем пухӑнчӗҫ

Елена Дмитриева, Виктор Степанов 

Пуҫтарӑннисем Леонид Прокопьевича пӗр вӗҫӗмсӗр ырӑ сӑмахпа аса илчӗҫ. Унӑн кун-ҫулӗ тӗлӗнмелле: ял ачи хӑйӗн тӑрӑшулӑхне кура Правительство ертӳҫине ҫитнӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Янмурҫинра хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Шупашкарти электромеханика техникумне пӗтернӗ. Ҫара кайма ят тухсан Ҫурҫӗр флотне лекнӗ. Салтакран таврӑнсан Электроаппарат заводӗнче инженерта ӗҫленӗ. 

1961-мӗш ҫултан пуҫласа КПССӑн тӗп хулари комитетӗнче тӑрӑшнӑ. 1975-мӗш ҫулта вара Чӑваш АССРӗн министрсен Канашӗн ертӳҫине "ӳссе" ҫитнӗ. Ҫак яваплӑ вырӑнта вӑл 14 ҫул вӑй хунӑ. Ял хуҫалӑх, культура, сывлӑх сыхлавӗ, строительство тытӑмӗсенче чылай ҫитӗнӳ тунӑ. Хӑй те мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗскер, халӑх нушине лайӑх пӗлнӗ. Ҫынсене ӗҫлеме, пурӑнма, аталанма тивӗҫлӗ майсем туса парас тӗллевпе пурӑннӑ. 

Республика аталанӑвӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра пулнӑ. Промышленность предприятийӗсем - Трактор, Хими завочӗсем, ГЭС ҫӗкленнӗ. Унсӑр пуҫне Оперӑпа балет театрӗ, ӳнер музейӗ тата культурӑри ытти объектсем хута кайнӑ. 

Леонид Прокопьев хӑйӗн ӗҫне яланах тӳрӗ кӑмӑлпа, таса чунпа тунӑ. Нихӑҫан та пуҫне усман, темӗнле йывӑр пулсан та малалла талпӑннӑ, - аса илчӗҫ ун пирки пуханнисем. 

Республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Леонид Прокопьева "Хисеп палли", Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Халӑхсен туслӑхӗн орденӗсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ. Вӑл 72 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн ырӑ ячӗ тӑван халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхе юлӗ.

Сюжет: "Чăваш Ен" ПТРК: Халӑха тивӗҫлӗ майсем туса парас тӗллевпе пурӑннӑ