Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019" акци валли диктант тексчĕсен конкурсне ирттерет

05.04.2019 21:45 | просмотров: 1175
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019" акци валли диктант тексчĕсен конкурсне ирттерет

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019" акци валли диктант тексчĕсен конкурсне ирттерет, Раççейри театр çулталăкне (паллă чăваш артисчĕ, режиссерĕ е театр çинчен) е Шупашкара (550 çул çитнĕ ятпа) халалланă илемлĕ текстсене ака уйăхĕн 1-9-мĕшĕсенче йышăнать. Текст калăпăшĕ - 160-180 сăмах. Çырура "Диктант тексчĕсен конкурсне" тесе палăртса chuvashsky.d@yandex.ru адреспа е Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ секцине (30-мĕш пÿлĕм) ака уйăхĕн 9-мĕшĕччен çитермелле. Конкурс çĕнтерÿçине Йĕркелÿ комитечĕ тав çырăвĕпе тата асăнмалăх парнепе хавхалантарĕ.

Телефонсем: 8(8352) 45-02-58 (Долгова А.П., Кузнецов А.В.), 8(8352) 45-99-96 (Петрова С.В.), 8(8352) 62-61-49 (Денисова Т.В.).