Бюлент Байрам филологи тухтăрĕ турккăлла куçарнă Александр Артемьевăн "Салампи" повеçĕ Турцире кун çути курчĕ

28.03.2019 09:37 | просмотров: 1423
Бюлент Байрам филологи тухтăрĕ турккăлла куçарнă Александр Артемьевăн "Салампи" повеçĕ Турцире кун çути курчĕ

Турцире Александр Артемьевăн "Салампи" повеçĕ кун çути курчĕ. Ăна Турци Республикинче чăваш литературине, фольклорне, чĕлхине тĕпчесе сахал мар ĕç кăларнă Бюлент Байрам филологи тухтăрĕ турккăлла куçарнă, Ольга Любимова ÿнерçĕ (Альбина Юрату сăвăçă хĕрĕ) ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Чăваш литературин çак ылтăн-ахах хайлавĕпе малашне тĕнче тăрăх миллионĕ-миллионĕпе сапаланса пурăнакан вун-вун тĕрĕк халăхĕн литературăпа кăсăкланакан пин-пин хастарĕ паллашма пултарĕ.

Чăваш культуришĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа пурне те саламлатпăр! Тăлмача малашне те çитĕнÿсем сунатпăр!

 

Албина Юратун "Фейсбукри" комментарийĕ:

Пур чăваша та çĕнĕ кĕнекепе САЛАМЛАТĂП... Друзья! У меня сегодня особенная радость и я хочу с вами с ней поделиться... В Турции вышла книга "Чăваш хĕрĕ Салампи" чувашского писателя Александра Артемьева в переводе моего турецкого друга Бюлента Байрама... Мне посчастливилось подготовить интервью с Бюлентом Байрамом для моей любимой газеты "Çамрăксен хаçачĕ"... Тогда Бюлент приехал в Чувашию со своей супругой Венерой на конференцию, посвященную тюркским языкам... А рисунки к книге выполнила моя дочь Ольга Любимова.... ПОЗДРАВЛЯЮ всех нас с такой приятной новостью... Порадуйтесь вместе с нами... Ваша Альбина Юрату...

На фото переводчик Булент Байрам с книгой...

На втором фото Булент Байрам и председатель Союза писателей Евразии Якуб Делиомероглу...

Хыпарпа тĕплĕнрех çакăнта - Бюлент Байрамăн "Фейсбукри" страницинче - паллашма пултаратăр: Çuvaş edebiyatından Türkiye Türkçesine aktarılan ilk roman Çuvaş Kızı Salampi bugün gün yüzüne çıktı.

Фотографии