Паллă чĕлхеçĕ Елизавета Фёдоровна Васильева 85 ҫул тултарчӗ

05.03.2019 16:08 | просмотров: 1355
Паллă чĕлхеçĕ Елизавета Фёдоровна Васильева 85 ҫул тултарчӗ

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Синонимсен словарӗн» тата чӑвашла-казахла, чӑвашла-удмуртла словарьсен авторӗ Елизавета Фёдоровна Васильева хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ — 85 ҫул тултарчӗ. Ĕҫтешӗсем тӗпчевҫе манмаҫҫӗ, ҫуралнӑ кунӗнче ҫулленех Елизавета Фёдоровна патне хӑнана килсе каяҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ку йӑлана пӑрахмарӗҫ: Андрей Филиппов чĕлхеçĕ, Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ĕçтешĕ Геннадий Дегтярёв, Вӗренӳ институчĕн ĕçтешĕ Юрий Виноградов тата «Чӑвашкино» директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников Элӗк районӗнчи Синер ялне ҫитрӗҫ. Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене Елизавета Фёдоровнӑпа пӗрле ывӑлӗ Сергей Викторович тата кӳршӗри хурӑнташӗ Нина Дмитриева хапӑл кӗтсе илчӗҫ.

Елизавета Фёдоровна хӑнасене паянхи кун мӗн ӗҫпе пурӑннине каласа пачӗ. Сывлӑхӗ хавшанӑ пулин те ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ пӳлӗмне чӑнкӑ пусмапа кунне аллӑ хутран кая мар хӑпарса анать. Хӑй каланӑ тӑрӑх ҫакӑ ӑна хавшаклӑха сирме пулӑшать. Ҫулла пулсан сакӑрвуннӑран иртнӗ тӗпчевҫӗ вӑхӑта ытларах пахчара ирттерет. 

Сумлӑ ӑсчах тивĕçлĕ канура та ĕçсĕр лармасть. Нумаях пулмасть вӑл пушкӑрт чӗлхипе чӑваш чӗлхи хушшинчи пӗрпеклӗхсене сӑнаса словарьпе грамматика танлаштарӑвӗ хатӗрленӗ. Хӑнасем 100 страницӑллӑ ӗҫпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ.

Хыпарпа туллин çакăнта паллашма пулать: "Чăваш халăх сайчĕ: 85-ри ӑсчах шырав ҫулӗнчен пӑрӑнмасть