Чăваш халăх çыравçин Лаврентий Таллеровăн 90 ҫулне асăнса «Чӑвашлӑха ҫӑлтӑр ҫулӗпе» кӗнекепе документсен куравӗ иртрĕ

04.03.2019 12:35 | просмотров: 1352
Чăваш халăх çыравçин Лаврентий Таллеровăн 90 ҫулне асăнса «Чӑвашлӑха ҫӑлтӑр ҫулӗпе» кӗнекепе документсен куравӗ иртрĕ

Кӑҫалхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Пултаруллӑ сăмах ăстине хисеплесе К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йĕркелерĕç. Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ.
Уява музей ӗҫченĕсем, уйрӑмах унӑн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ Ирина Оленкина тата Елена Кудрявцева наука сотрудникĕ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Асӑну каҫӗ валли музейҫăсем ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен «Чӑвашлӑха ҫӑлтӑр ҫулӗпе» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ. Куравра çыравçăн пурнăçĕпе, ĕç - хĕлĕпе çыхăннă документсене, автобиографиллӗ сăнÿкерчексене, ал çырăвĕсене, кĕнекисене, ĕç пÿлĕмне курма пулать.
Лаврентий Таллеровăн пултарулӑхне аса илме ӑслӑлӑх ҫыннисем, ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, çыравçăн тӑванӗсем, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, учительсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.
Çыравçӑн иксӗлми пултарулӑхне Юрий Артемьевпа Атнер Хузангай тӗпчевçӗсем; Чӑваш Республикин профессиллĕ писательсен союзĕн ертÿçи Геннадий Максимов тата Владимир Кузьмин çыравçă; чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Семендер тата Василий Кервеньпе Ольга Федорова калем ăстисем; Лаврентий Талерован хӗрӗ – Татьяна Лаврентьевна; Чӑваш наци конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи, наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ Вера Архипова тивĕçлĕ хак пачĕç. 
Уява килнисем талантлӑ ҫыравҫӑн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тулли каласа пачĕҫ.
Чӑваш наци культуринче Лаврентий Таллеров прозаик, очеркист, публицист тата журналист пулнипе паллă. Пĕтĕм пурнăçне вӑл литература ĕç-хĕлĕнче ирттернĕ. Вуншар ҫул хаҫат-журнал ӗҫӗнче вӑй хунӑ. Ҫавӑн пекех литературăна чăваш писателĕсен пултарулăхĕ çинчен çырнă критика статйисемпе пуянлатнă. Лаврентий Васильевич чăваш халăхне, унăн пуян историне, культурине, йăли-йĕркине пĕтĕм чунтан юратнă. Хăйĕн вăй-хăватне, таланчĕпе пултарулăхне тăван халӑха панă. Чӑваш халӑх писателӗ вун-вун хайлав çырнă. Çав шутра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем: «Çăлтăр витĕр çул курăнать», «Майра», «Йĕркеллĕ çын асапĕсем» романсем, «Сăпка юрри», «Хĕвел çаврăнăш – ылтăн çÿç», «Эрхип манукĕ Эрхип», «Савнă Самиле» повеçсем, нумай калавпа очерк. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕхпе, гражданлăх туйăмĕпе уйрăлса тăрать. Вăл калăпланă сăнарсем Раççей литературин ылтăн фондне кĕнĕ.
ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Севастьяновна ҫыравҫӑн хайлавĕсем чăваш литературинче сумлă вырăнта пулнине палӑртӗ, вĕсенчен хăш-пĕрисемпе паллаштарчӗ. «Лаврентий Таллеровӑн романӗсемпе повеçӗсем, калавӗсем тата ун çинчен çырнă нумай-нумай паха материалсем республикӑри вулавăшсен сенрисем çинче тирпейлĕн упранаççĕ, вулакансем вĕсене тивĕçлĕ хаклаççĕ, юратса вулаççĕ», - ҫирӗплетрӗ вӑл.
Паллах, чаплӑ уяв юрӑ-кӗвӗсӗр пулмасть ӗнтӗ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Валерий Карпов тата Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурс лауреачӗ Роза Степанова музея пынисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе тыткӑнларӗҫ. Роза Витальевна хӑнасене Ираида Вдовинăн «Мӗн сас лайӑх» чӑваш халӑх юррипе савӑнтарчӗ.
Комсомольски районĕнчи Нĕркеçри вăтам шкул вĕренекенĕсем – 10-мĕш класри Марианна Яковлева, Юрий Воронов Л. Таллеров «Пурăнма вĕрентмĕр-ши?» калавĕ тăрăх сценка хатĕрленĕ, 11-мĕш класри Никита Голландцев (артист пулма ĕмĕтленет) «Чăваш ташши» калаври сыпăка пăхмасăр каларĕ (Хатĕрлекенĕ – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, Л. Таллеровăн 2-мĕш сыпăкри тăванĕ Надежда Кронидовна.) 
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчĕсем Л. Таллеровăн проза сыпăкĕсемпе паллаштарĕç.
Музейра йӗркеленӗ «Чӑвашлӑха ҫӑлтӑр ҫулӗпе» кӗнекепе документ куравӗ ăнăçлă та пуян иртни Лаврентий Таллеров çутă сăнарĕпе сумлӑ ячӗ халӑх асĕнче яланлӑхах юлнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

Вера Архипова, ЧНК культура комитетчӗн ертӳҫи

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧНК: Чăваш халăх çыравçин Лаврентий Таллеровăн 90 ҫулне асăнса ирттернĕ «Чӑвашлӑха ҫӑлтӑр ҫулӗпе» кӗнекепе документсен куравӗ