П.Н. Метин профессор çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă «ПАЯНХИ ФИЛОЛОГИН ЫЙТĂВĔСЕМ» регион шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ

04.03.2019 12:32 | просмотров: 1435
П.Н. Метин профессор çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă «ПАЯНХИ ФИЛОЛОГИН ЫЙТĂВĔСЕМ» регион шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ

2019 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче «ПАЯНХИ ФИЛОЛОГИН ЫЙТĂВĔСЕМ» ятлă регион шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, литературовед, çыравçă, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Петр Николаевич Метин профессор çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Конференцие чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Т.В. Денисова доцент уçнă, Петр Николаевичăн ăслăлăхри, вĕрентÿ ĕçĕнчи, илемлĕ пултарулăхри тивĕçĕсене асăнса паллă ăсчах чăваш халăхĕн историйĕнче курăмлă вырăн йышăннине палăртнă. Педагогика университечĕн ветеранĕ, чăваш филологи ăслăлăхне аталантарас ĕçре чылай çул вăй хунă А. И. Мефодьев доцент конференцие хутшăнакансене П. Н. Метин пултарулăхĕн саманчĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Вăл педагог пулнипе пĕрлех пултарулăх ĕçне те çыхăнуллăн туса пынине, унăн çырав туртăмĕ, ÿнер кăсăклăхĕ пĕчĕккĕ чухнех аталаннине, вăл халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе кăсăкланнине аса илнĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литератури кафедрин профессорĕ Ю. М. Артемьев Атăлпа Урал хутлăхĕнчи паянхи филологи ăслăлăхĕн аталанăвĕнче Петр Николаевичăн тÿпи те пысăккине палăртнă, унпа пĕрле ĕçленĕ вăхăта аса илнĕ май Петр Николаевичăн çынлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахманнине пĕлтернĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ В. А. Ендеров вара П.Н. Метин чăваш мешехин тĕпчевçи пулнине палăртса хăварнă.

Тĕпчевçĕ çуралнă ялтан, Патăрьел районĕнчи Сăкăтран килнĕ делегаци пайташĕсем Петр Николаевича хисепленине, вĕсен тăрăхĕнче çавăн пек Улăп-Паттăр пурришĕн савăннине, унпа мухтаннине пĕлтернĕ.

Конференцие хутшăнакансем пурте П.Н. Метин пирки ăшă сăмахсем каланă, унăн ĕçне малалла аталантарса пыма сăмах панă.

Хыпарпа тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать: ЧППУ: Метин Петр Николаевич профессора асăнса