И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ

27.02.2019 08:44 | просмотров: 1248
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх  университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ

2019 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх  университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ. Вĕренекенсене юрă-ташă енчен маттур студентсем кĕтсе илчĕç. Ҫепĕç чăваш юррисене шăрантарчĕç, олимпиадăна килнĕ ачасене чăннипех те савăнтарчĕç, пăлхану самантне сирме пулăшрĕç.

Олимпиадăна Чăваш республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 
9-11-мĕш классенче вĕренекен 164 ача хутшăнчӗ. Вĕсенчен 85-шĕ чăваш чĕлхипе литературине вырăс шкулĕн программипе вĕренеççĕ, 79-шĕ республикăри чăваш шкулĕсенчен.

Республика тулашӗнчен олимпиадăна пурĕ 10 вĕренекен килнĕ: Тутар Республикинчен –  2, Пушкăрт Республикинчен – 4, Чĕмпĕр облаçĕнчен – 4. Вĕсем  чăваш чĕлхипе тата литературипе питĕ кăсăкланаççĕ, юратса вĕренеççĕ. Çакна олимпиадăра аван кăтартса пама пултарчĕç ачасем. Олимпиадăна килнĕ ачасем Шупашкарти паллă вырăнсенче пулса курчĕç. Чăваш патшалăх  университетĕн студенчĕсемпе тӗл пулчӗҫ.

Вĕрентекенсем валли «Чăваш мифологийӗн вăрттăнлăхĕсем» ятлă семинар иртрĕ. Меслетçĕ тĕрлĕ ыйтăва  хускатрĕ, вĕрентекене кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Вĕренÿ министерстви: Чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ