«Культурăсен хутшăнăвĕ – халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетекен вăй» форум иртрĕ

25.02.2019 12:44 | просмотров: 1365
«Культурăсен хутшăнăвĕ – халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетекен вăй» форум иртрĕ

2019 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче Пĕтĕм тĕнче халăхĕсен кунне халалланă «Культурăсен хутшăнăвĕ – халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетекен вăй» темăпа тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсен регионсем хушшинчи форумĕ иртрĕ. 

Форум Чĕмпĕр хулинчи ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне 400 ытла çын хутшăнчĕ.  Пирĕн республикăран Форум ĕçне Чăваш республикин веренÿ институчĕн ĕçтешĕсем Инесса Владимировна Ядранская тата Валентина Ивановна  Игнатьева хутшăнчĕç. Инесса Владимировна «Тăван чĕлхесене упраса малалла аталантарассин паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем»  темăпа тухса калаçрĕ.

Чĕмпĕр облаçĕн губернаторĕ С.И. Морозов Форум ĕçне хутшăнни унăн  пĕлтерĕшне чылай çÿллĕ шая çĕклерĕ. Сергей Иванович Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса малалла аталантармалли çул-йĕре палăртрĕ, тăван чĕлхесене вĕрентекенсенчен чи пултаруллисене хисеп хучĕ парса чысларĕ.

Форум ĕçне пĕтĕмлетекен йышăнура Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан халăхсене хăйсен тăван чĕлхипе хутшăнма, ачисене тăван чĕлхене вĕрентме кирлĕ условисем туса памаллине, çак ĕçе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе тачă çыхăнса пурнăçламаллине палăртрĕç.

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧРВИ: «Культурăсен хутшăнăвĕ – халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетекен вăй» форум иртрĕ