"Раççей 1: Чăваш Ен" ПТРК: Василий Кервен çыравçă 70 çул тултарнă тĕле кĕнеке кăларнă

22.02.2019 11:36 | просмотров: 1500
"Раççей 1: Чăваш Ен" ПТРК: Василий Кервен çыравçă 70 çул тултарнă тĕле кĕнеке кăларнă

Василий Кервен çыравçă 70 çул тултарнă тĕле кĕнеке кăларнă

50 çул каяллах республика хаçат-журналĕнче, темиçе автора пĕрлештерсе кăларнă кĕнекесенче пичетленме тытăннă Василий Кервен - Чăваш тĕнчинче паллă сăвăç. Патăрьел районĕнчи Упамсара çуралса ÿснĕ çыравçă 70 çул тултарнă тĕле Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче унăн „Аслати чечекĕ“ ятлă кĕнеки тухрĕ. Ăна Наци библиотекинче пахаларĕç.  

Марина Карягина, Вадим Владимиров    

Василий Кервене вулакан ытларах сăвăç пек пĕлет, анчах унăн проза хайлавĕсемпе куçарăвĕсем те республика пичетĕнче тăтăш кун çути курса пынă.“Калавсене эпĕ ачаранах çырнă темелле“, - тет автор.

Василий Кервен тĕп хуларан инçетри чăваш ялĕнче, вăрман варринчи Упамсара çуралса ÿснĕ. Çакă, паллах, унăн аталанăвĕнче, тĕнче туйăмĕнче йĕр хăвармасăр пултарайман. „Вăрман ачи“ терĕ çыравçăн уйрăмлăхне, çут çанталăк чĕлхине пĕлнине  палăртса Юрий Артемьев филологи докторĕ. Кĕнекене тупса вулама илĕртсе „унта вăйлă кĕлĕ пур, çавна манăн та вĕренесчĕ-ха“, - терĕ. Атнер Хусанкай литература тĕпчевçи хайлавсенче пурнăç чăнлăхĕн асамлăхĕ, вăрттăнлăхĕ пуррине асăрханă. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Николай Осипов та çак ене хаклать.

Кервенпе пĕр вăхăталла аслă шкулта вĕреннисем хушшинче паллă çынсем нумай: вĕсем пĕр-пĕринпе тупăшса тăван чĕлхене, литературăна тĕпченĕ пулас. Кашнинех Кервене каламалли уйрăм сăмах пур. Николай Максимов романист, сăмахран, хăшпĕр повĕçре аталантарса пысăк калăпăшлă хайлав çырма май паракан шухăшсене курать. Çĕнĕ кĕнекене вăл паха хак пачĕ. 

Çыравçăн вăй-халĕ тапса тăрать, çырас кăмăлĕ сĕврĕлмен. Апла вулакан малашне унран романсем кĕтме пуçлĕ.

Сюжетпа çакăнта паллашма пулать: http://chgtrk.ru/news/22189