Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче паян Пĕтĕм тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхи кунне паллă турĕç

21.02.2019 16:11 | просмотров: 1489
Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче паян Пĕтĕм тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхи кунне паллă турĕç

Анне чĕлхине упраса хăварар

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче паян Пĕтĕм тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхи кунне паллă турĕç.

Акт залне институт ĕçченĕсем, шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вăй хуракан педагогсем пуçтарăнчĕç. Калаçăва институт ректорĕ Юрий Николаевич Исаев пуçларĕ, çын тата общество пурнăçĕнче тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

«Чăвашкино» студи директорĕ Андрей Николаевич Абдюшев вак халăхсен чĕлхисене упраса хăварас ĕçре кинофильмсен пĕлтерĕшне палăртрĕ, киностуди ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Юрий Николаевич Сергеев режиссер юлашки вăхăтра кăларнă фильмсем çинчен кĕскен каласа панă хыççăн пурте вăл ÿкернĕ «Еткерлĕх» («Наследие») кинфильмпа паллашрĕç.

Кинфильм залра ларакансен пурин чĕрине те хускатрĕ, чĕлхен пуласлăхĕ çинчен шухăшлаттарчĕ.

Фильм вĕçленсен чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Анна Семёновна Егорова фильмра хускатнă тĕп ыйту çинче чарăнса тăчĕ, тăван чĕлхене, анне чĕлхине, упраса хăварас ĕçре кашни яваплă пулнине аса илтерчĕ.

Пĕтĕм тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхи кунне 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни 1952 ҫулта Бангладеш тӗп хулинче тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.

ООН йышăнăве кăçал пĕтĕм тĕнче шайĕнче Тĕп халăх чĕлхисен çулне уявлама палăртнă.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Вĕренÿ институчĕ: Анне чĕлхине упраса хăварар