ҪЕҪПӖЛ МИШШИ ПАЛӐКӖ УМНЕ ЧЕЧЕКСЕМ ХУЧӖҪ

просмотров: 140
16.11.2017

ҪЕҪПӖЛ МИШШИ ПАЛӐКӖ УМНЕ ЧЕЧЕКСЕМ ХУЧӖҪ

Паян — паллӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ. Ҫут тӗнчене вӑл 1899 ҫулта килнӗ. Ҫак кун Шупашкарти палӑк патӗнче яланах халӑх пухӑнать — чӑваш халӑхӗн хастарӗсем кӑҫал та ҫак лаптӑка пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫамрӑксем те пурччӗ, тӳре-шара та.

Уява Валери Туркай халӑх поэчӗ ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧППУ ректорӗ Владимир Иванов, паллӑ чӑваш поэчӗсем Раиса Сарпи, Юрий Сементер, чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай тата ыттисем тухса сӑмах каларӗҫ. Чӗлхе ыйтӑвне те хускатрӗҫ.  «Эпир вырӑс чӗлхине хирӗҫ мар, ҫапах та пирӗн тӑван чӗлхе халӑхӑмӑрӑн тӗп пуянлӑхӗ», — терӗ Валери Туркай.

Уява Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине пӗрле вуланипе тата чечек хунипе вӗҫлерӗҫ.

Аçтахар Плотников

Хыпар ҫӑлкуҫӗ тата сăнÿкерчĕксем:  Чăваш халăх сайчĕ