И.С. Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрĕ

26.09.2018 15:23 | просмотров: 1576
И.С. Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрĕ

2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче И.С. Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрĕ. Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электронлӑ документсен архивӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва пухăннисене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электронлӑ документсен архивӗн директорĕ Николай Медведев, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕн çумĕ Геннадий Николаев саламларĕç. Чăваш ÿнерĕн аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнакан чăваш халăхĕн ятлă-сумлă ывăлĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский пултарулăхĕпе кăсăкланнăшăн тав турĕç. Çавра сĕтелте Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тĕп ăслăлăх ĕçтешĕ Михаил Кондратьев «И.С. Максимов-Кошкинский тата чăваш ÿнерĕ», «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электронлӑ документсен архивӗ директорĕн çумĕ Олег Цыпленков «Чăваш киновĕн хальхи тата пуласси», «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электронлӑ документсен архивӗн маркетинг тата культурăпа вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Артур Галкин «И.С. Максимов-Кошкинский тата чăваш киновĕ», Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Юрий Гусаров «Общество деятелĕ И.С. Максимов-Кошкинский», Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн артисчĕ Геннадий Кириллов «Режиссер тата артист И.С. Максимов-Кошкинский», Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ Вера Никифорова «И.С. Максимов-Кошкинский драматургийĕ» докладсемпе паллаштарчĕç. Доклад тăвакансемсĕр пуçне çавра сĕтел ĕçне телекуравпа радио, хаçат-журнал, театр, ăслăлăх ĕçченĕсем, аслă шкул студенчĕсем, чăваш ÿнерĕпе кăсăкланакансем хутшăнчĕç. Çавра сĕтел ĕçне пĕтĕмлетсе институт директорĕ Петр Краснов тухса калаçакансене доклачĕсене ăслăлăх шайĕнчи статья туса пичете пама сĕнчĕ, çапла майпа Максимов-Кошкинские халалланă сумлă кĕнеке кăларма май пурине пĕлтерчĕ. Михаил Кондратьев, Институт ертÿçин шухăшне малалла тăсса, çак пулас кĕнеке - хастар чăваш ачине, режиссера, актера, драматурга халалланă пĕрремĕш кĕнеке пулнине аса илтерчĕ. Çавра сĕтеле хутшăннисем пĕр шухăшлă пулса И.С. Максимов-Кошкинский пурнăçĕпе пултарулăхĕнче халăх пĕлмен самантсем нумаййи, унăн биографине никам та йĕркеллĕн тĕпчесе çырса кăтартманни пирки малашне те тĕпчевсем ирттермелли пирки калаçрĕç, çак ĕçе малалла тăсмалла текен шухăш патне пырса тухрĕç.

Фотографии