Институт директорĕ Петр Краснов медицина çĕнĕ учрежденийĕ уçăлнине халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă

24.09.2018 09:39 | просмотров: 1707
Институт директорĕ Петр Краснов медицина çĕнĕ учрежденийĕ уçăлнине халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Каҫал тăрăхĕнчи Тукай ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ (ФАП)  уҫăлнă.  Вырăнти халăха паллă пулăмпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Район администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхне кирек-епле ĕҫе те пурнăҫлама пысăк тĕрев панăшăн тав тунă, ялсенче ҫамрăксем хаваспах пурăнма юлнине пĕлтернĕ. Тукай салинче ФАП пĕрремĕш ҫĕнĕ объект шутланать. Чаплă пулăма пухăннă ентешсене «Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председателĕ, вице-адмирал Владислав Ильин та саламланă.

ФАП ертӳҫи Гюзелия Ибрагимова ял халăх ячĕпе пурне те тав сăмахĕсем каланă, республика ертӳлĕхне ҫакăн пек пысăк ĕҫ тума витĕм кӳнĕшĕн мухтанă. Районти тĕп больницăн аслă врачĕ Валентина Федорова уйăхне икĕ хутчен, учрежденире ĕҫлекен специалистсем, ялсене ҫитсе халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернине хыпарланă республика Пуҫлăхне.  

Медицина учрежденийĕн ҫуртне уҫма район пуҫлăхĕ Хасиятулла  Идиатуллин, район администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов, ял поселенийĕн ертӳҫи Минзаит Зайнуллин, подряд организацийĕн ертӳлĕхĕ, медицина ĕҫченĕсем, ял халăхĕ тата ытти хăнасем пуҫтарăннă.

Тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать:

Каҫал тăрăхĕнче паян ФАП уҫнă

Михаил Игнатьев принял участие в открытии фельдшерско-акушерского пункта в селе Токаево Комсомольского района

Фотографии