Дегтярёв Г.А. Чăваш чĕлхин нÿкерĕ // Халăх шкулĕ. 2018. 4№. С. 37-39.
Чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1953), доцент (1957), Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1988), шкул вĕренӳ кĕнекисемпе методика кăтартăвĕсен авторĕ Павлов Иван Павлович 1928 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă, 2002 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Вăл 1950-мĕш тата 1980-мĕш çулсенче институтăн чĕлхе пĕлĕвĕ пайне ертсе пынă. Паллă ăсчах çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа Г.А. Дегтярёв ĕçтешĕ, вĕрентекенĕ пирки статья пичетлесе кăларчĕ:
Дегтярёв Г.А. Чăваш чĕлхин нÿкерĕ // Халăх шкулĕ. 2018. 4№. С. 37-39.
И.П. Павлов пирки çакăнта вуласа пĕлме пулать:
Исследователи чувашского языка : Павлов Иван Павлович
Павлов Иван Павлович — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент