«ХЫПАР» ИЗДАТЕЛЬСТВО ÇYPЧĚН ТĚП РЕДАКТОРĚН ÇУМĚ «ТĚPĚК ХАЛĂXĚCEН КУРУЛТАЙНЕ» ХУТШĂНАТЬ

04.07.2017 13:23 | просмотров: 1955
«ХЫПАР» ИЗДАТЕЛЬСТВО ÇYPЧĚН ТĚП РЕДАКТОРĚН ÇУМĚ «ТĚPĚК ХАЛĂXĚCEН КУРУЛТАЙНЕ» ХУТШĂНАТЬ

«Хыпар» издательство çypчěн тěп редакторěн çyмě Дмитрий Моисеев Кăpкăccтанри Чолпан-Ата хулинче иртекен Тěpěк халăxěceн пěтěм тěнчери курултайне хутшăнать.

30 халăха пěpлештерекен пысăк мероприятия Чингиз Айтматов ячěллě Рух Opдо центрěнче ыран иртет. Дмитрий Андреевич унта чăваш литератури тěpěк халăxěceн литературипе мěнле çыхăнни пирки каласа кăтартĕ. Паян тěрлě xaлăx çыннисене Чолпан-Ата хулипе паллаштарнă, истори музейне кěртсе кăтартнă, Иссык-Кюль хěppине илсе кайнă.

Дмитрий МОИСЕЕВ:

- Кунта, Иссык-Куль хěрринче вырнаçнă Чолпан-Ата хулинче, çaнталăк ăшă. Кÿлěpe шыва кěpeкен йышлă. Пире питě тарават кěтсе илчěç. Бишкек хулинчен Чолпан-Aтана илсе килчěç. Кăркăc халăx апатне çитереççě. Питě тутлă. Кÿлě мăнаçлăxě тěлěнтерчě. Тěрлě xaлăx çыннисемпе паллашрăм, çыхăнусем йěpкелерěм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ => ҫакӑнта