Институт ӗҫтешӗсем Улькка Элменӗн ҫӗнӗ кӗнекине сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Улькка Эльменӗн ҫӗнӗ кӗнекин (вӑл «Ултав» ятпа Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ) хӑтлавӗ тата вӑл 65 ҫул тутарнине халалланӑ каҫӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене икӗ повесть («Ултав», «Тавӑру») тата икӗ калав («Ваккат», «Ылхансӑр куҫҫуль») кӗнӗ. Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова (Австрийская) палӑртнӑ тӑрӑх, «вӗсем сюжет хиврелӗхӗпе, психологизмпа, пурнӑҫ тӳнтерлӗхӗсемпе пӑтӑрмахӗсене тарӑннӑн ҫутатса панипе тӳрех тыткӑнлаҫҫӗ».
Пултарулӑх уявне чӑваш писателӗсен пысӑк йышӗ (С. Павлов, Н. Максимов, Р. Сарпи, С. Гордеева, Ю. Силэм, В. Кервен, А. Кипеч, А. Тарасов, Л. Сарине, М. Карягина тата ыттисем те), вулакансем, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем, литература тӗпчевҫисем – ҫав шутра Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫтешӗсем Вера Никифоровӑпа Альбина Мышкина – хутшӑнчӗҫ.
Тухса калаҫакансем Улькка Эльменӗн хайлавӗсене хак пама тата ҫыравҫӑн паянхи чӑваш литературинчи вырӑнне кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Унсӑр пуҫне кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче автор хӑйшӗн ҫӗнӗ жанрсемпе (детектив тата мистика жанрӗсем) ӗҫленине каласа хӑварчӗҫ. Ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерекен Вера Никифорова Улькка Эльменӗн ҫӗнӗ кӗнеки авторӑн пултарулӑх ӳсӗмӗ пулса тӑнине палӑртрӗ.
Уява пухӑннисем прозаика малашнехи ҫитӗнӳсем тума, вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе тата кӗнекесемпе савӑнтарсах тӑма сунчӗҫ.






