Алексей Леонтьев Николай Никольский профессорӑн ӑслӑлӑх фончӗ ҫинчен Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче каласа панӑ

2026 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче Роза Деменцова журналистӑн «Чӑваш Ен: ҫулсем тата ҫынсем» автор программине ЧПГӐИн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Алексей Леонтьев хутшӑнчӗ. Калаҫу теми – «Н.В. Никольский профессорӑн ӑслӑлӑх еткерӗ».
Калаҫӑвӑн темиҫе саманчӗ
«Ӑслӑлӑх архивне Николай Васильевич 1904 ҫулта пуҫтарма пуҫланӑ. Унӑн никӗсӗнче – вӑл халӑх хушшинче сарнӑ программӑсем: "Программа для собирания сведений о чувашах" [1904, 1912 ҫҫ. (чӑвашла)], хӑй кӑларса тӑнӑ "Чӑваш календарӗнчи" анлӑ ыйтӑмсем (1911, 1913 ҫҫ.), "Программа для собирания сведений об инородцах Поволжья" (1915 ҫ.), "Программа для собирания сведений по истории и археологии народностей Поволжья" (1919 ҫ.), "Вопросник по народному творчеству" (1919 ҫ.).
1931 ҫулччен 249 тома вырнаҫмалӑх ӑслӑлӑх ҫӑл куҫӗсем пухма пултарнине паттӑрлӑхпа кӑна танлаштарма пулать. Кашни томра вӑтамран 400–600 страница. Паттӑрлӑх ҫулташӗсем: ырми-канми ӗҫченлӗх, пултарулӑх, анлӑран та анлӑ тавра курӑм, халӑхӑн тӗрлӗ сийӗпе пӗр чӗлхе тупма пултарни, иккӗлентерми таса ят-сум… Тӗрлӗ ҫӗртен материалсем илсе тӑнисӗр пуҫне, хӑй те шыравра. Хусан университетӗнче тата ун ҫумӗнчи Археологи, истори, этнографи обществинче пӗрле ӗҫленӗ Николай Фирсов тӗлӗннине пытармасть: "Николай Васильевич Никольский хӑйӗн пур-ҫук укҫипе, айккинчи нимӗнле пулӑшусӑр, хуласенче, ялсенче истори-географи материалӗсем пуҫтарса ҫӳрет, хӑйӗн тӗпчевӗ валли кирлӗ материал шыраса уйӑхӗ-уйӑхӗпе тӗп хуласенче пурӑнать".
ЧПГӐИн Ӑслӑлӑх архивӗн I уйрăмӗн 103-мӗш томӗнче Н.В. Никольский тӑван ялӗнчен Купӑрляран Чӑваш ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн дирекцийӗ ячӗпе янӑ ҫыру упранать. Институт ҫырӑвӗ упранса юлман, анчах вӑл профессортан фольклор материалӗсене хӑйӗн архивне пама ыйтни паллӑ. Н.В. Никольскин 1935 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи хуравӗнчен: "Манӑн фольклор материалӗсем хамӑн библиотекӑра архивсене эпӗ паман, хальлӗхе памастӑп та, мӗншӗн тесен хамах йӗркене кӗртетӗп". Малалла архивне мӗнле майпа тытӑмламалли пирки ҫырать, уйрӑммӑн палӑртса хӑварать: "Материалсене классификацилесси питӗ нумай вӑхӑт ыйтать. Ҫакна сехетсемпе шутласан – юмахсемпе кӑна куллен 6-шар сехет ӗҫлесен те ҫулталӑкран кая мар кирлӗ. Юрӑсемпе, музыка материалӗсемпе те ҫавӑн чухлех; унта тата резервра: ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, ытти жанрсем". Тӗпчевҫӗ пулӑшмашкӑн институтран пӗр-пӗр сотрудник яма ыйтать.
Николай Васильевич каярахпа пухӑнса пынӑ ӑслӑлӑх еткерне тепӗр 46 том чухлӗ пуҫтарать. Профессор вилсен унӑн мӑшӑрӗ Александра Владимировна ҫак томсене Хусан патшалӑх университечӗн Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Ӑслӑлӑх библиотекин Сайра ал ҫырӑвӗсемпе кӗнекесен уйрӑмне парать.
ЧПГӐИн Ӑслӑлӑх архивӗн инвентари кӗнекисене тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн Никольскин тепӗр 11 томне тупрӑмӑр. Вӗсем институт архивне Никольский пурӑннӑ ҫулсенчех лекнӗ. Ал ҫырӑвӗсенчен хӑш-пӗрне профессор пичетлеме хатӗрленӗ, тӗслӗхрен: "Прошлое чувашского народа от Великой Болгарии до Великого Октября"; "Народное образование у чуваш"; "Сказочные сюжеты Аарне. Перевод с немецкого с включением аналогов русских сказок". "Этнографи альбомӗнче" чӑвашсен, марисен, крешӗнсен, тутарсен тата ытти халӑхсен кулленхи пурнӑҫӗнчи сӑн ӳкерчӗксем. Вӗсен пӗр пайне Н.В. Никольскин ҫырнисен пуххин IV томне вырнаҫтарнӑ.
2028 ҫулта Н.В. Никольский ҫуралнăранпа 150 ҫул ҫитет. 125 ҫулне анлӑн палӑртма Чӑваш Республикин президенчӗн указӗ, Министрсен кабинечӗн йышӑнӑвӗ самаях пулӑшрӗҫ. ЧПГӐИ ӑсчахӑмӑрӑн ҫырнисен пуххине тӑватӑ томпа кӑларчӗ».
