Тĕнчене ырă еннелле улăштарасшăн: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн çамрăк ĕçтешĕсем çинчен «Хыпар» хаçатра вулăр

18.04.2026 20:27 | просмотров: 89
Тĕнчене ырă еннелле улăштарасшăн: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн çамрăк ĕçтешĕсем çинчен «Хыпар» хаçатра вулăр

Вăрнар хĕрĕ Анна Антипина студент çулĕсенчех историпе тата наукăпа кăсăкланнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче пĕлӳ илекенскер диплом ĕçĕ валли материал шыраса Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивне çул тытнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн кунтах вăй хума пуçланă. Халĕ вăл истори пайĕн этнологи секцийĕнчи ăслăлăхăн кĕçĕн ĕçченĕ. Çак институтра 11 çул тăрăшать. Анна чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи вăхăтри сăваплă вырăнĕсене тĕпчет: çынсем чӳк ирттернĕ вăрмансене, рашчасене, кӳлĕсене тата çăл куçсене. Унăн экспедицисенче час-часах пулма тӳр килет. Чăваш Енре кăна мар, çывăхри Мари Республикинче те.

Полина Васильева Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне çулталăк каялла вырнаçнă. Вăл чĕлхе уйрăмĕнче тăрăшать. Çĕрпӳ хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ. Паян вăл чăваш чĕлхинчи глагол морфологине, çавăн пекех вырăс тата чăваш чĕлхисенчи грамматика йĕркине танлаштарать. Çĕрпӳ хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ. Паян вăл чăваш чĕлхинчи глагол морфологине, çавăн пекех вырăс тата чăваш чĕлхисенчи грамматика йĕркине танлаштарать.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (26 (28441) № 17.04.2026)