Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫинчен «Самана таппи» радиокăларăмра итлӗр

05.02.2026 16:29 | просмотров: 174
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫинчен «Самана таппи» радиокăларăмра итлӗр

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ăслăлăх ӗҫтешӗсем – директор ҫумӗ Ирина Кириллова, Димитрий Егоров тата Галина Ильина – Чăваш Республикин «Чăваш Ен» наци радиовĕн «Самана таппи» кăларăмӗн хăнисем пулчĕç. Ӑна Лидия Ивановна Филиппова журналист ертсе пычӗ.

Ку хутӗнче кӑларӑм Раççей ăслăлăх кунне халалласа иртрӗ. Унта хутшӑнакансем институт кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тата ӳсӗмӗсемпе паллаштарчӗҫ, унăн ĕçченĕсем çинчен каласа пачĕç, ăслăлăх ĕçĕн паянхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕç.

Тӗплӗнрех пӗлес тесен, кӑларӑма Чӑваш наци радиовӗн сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 17 иртни 10 минутра итлеме пулать.