Виталий Сергеевпа Георгий Федоров профессорсене асӑнса

20.01.2026 09:09 | просмотров: 251
Виталий Сергеевпа Георгий Федоров профессорсене асӑнса

Ку пурнăçра хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть. Вĕсем иккĕшĕ те, ырми-канми ĕçлесе чăвашлăхра, ăслăхра, вĕрентӳре паллă ят хăварнăскерсем, пĕр çултах (1942) çуралнисем, юнлă вăрçă ачисем пулнă. Пăхатăн та çапларах ку тĕнчен хастар ачисем еплерех ӳсни пирки шутласа кайса, тӳрех тăван халăх калани аса килет: «Ӗмӗр тӑршшӗ – пурнӑҫпа вилӗм хушши». Мĕн кăна курман ĕнтĕ вĕсем çак Турра та çăмăл пулман тапхăрта? Пирĕн никама та çухатма юраманнине шута илсе, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, пĕрне – Георгий Иософович Федоров профессора тăван ялĕнче чăн сăваплă палăк лартса панă, теприн вара – Виталий Иванович Сергеев профессорăн та халĕ тăван хулара хăй пурăннă нумай хутлă çурт çинче асăну хăми пур.

Паян шăпах пирĕн пуласлăха хытă шаннă Виталий Ивановичăн ҫуралнӑ кунĕ. Эпир пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, нумай çулсем хушши юнашар тăрса тĕпчев институтĕнче те, университетра та кунĕн-çĕрĕн малашлăха ĕненсе, палăртнисене чĕре витĕр туйса ĕçленĕ теме те пултаратăп. …Вăл, усал вăрçă нушине тӳссе ӳснĕскер, каярах пĕтĕм тӳсĕмлĕхе ăс-хакăл кутамккине çавăрса чикнĕскер, инçетри тӳпенелле çунатлантаракан Мускаври ăслăлăх шкулне пĕтернĕскер, ăсталăх тертне пысăк чинлă А. Рона-Ташпа пĕрле туйнăскер, паллă полиглот, ыр ĕмĕтлĕ философ шайне хăпарнă чăваш нихăçан та чапа тухас тесе чупса çӳременскер, Сурăм вăрманĕн кашлавĕпе паттăрланнăскер – çак шанчăк паракан пурнăç чăнлăхне ялан тӳрремĕн калама тăрăшатчĕ, çĕршер студента та çапла вĕрентетчĕ... Шел, хăй килĕнчи пек ĕнтĕ вăл пире ыр суннăн «Айтăр! Иртĕр тĕпелелле!» тесе тек нихăçан та саспа калаймĕ.

Хĕвеллĕ çанталăк-и, тĕттĕм каç-и, халь çак асăну хăми çинчен вăл пирĕн çинелле ĕçтешсен пĕрлĕхне упрама, йывăрлăхсене çĕнме чĕнсе пăхать. Кашни килес кунра малтан хамăр палăртнă ĕмĕтсене пурнăçлама чĕннĕн те туйăнать. Ыран çĕнĕ çул пуçланассине чăтăмсăррăн кĕтнĕ каç эпир кашнинче çĕнĕ пурнăç ыррăн, телейлĕн пултăрччĕ тетпĕр. Профессор та этем тивлетне манмалла маррине тăтăшах аса илтеретчĕ. Халĕ ĕнтĕ çаплах сăмахне çеç тӳрремĕн калайман асăну хăми çинчен те! Хамăрăн çеç йăнăш çулпа утас марччĕ.

Петров Леонид-Атлай

Фотографии