ЮРИЙ МИХАЙЛОВИЧ ВИНОГРАДОВ ЧӖЛХЕÇӖ – 80 ÇУЛТА!
01.01.2026 13:46 | просмотров: 171

Хисеплӗ ӗçтешӗмӗр Юрий Михайлович!
Сире чаплӑ юбилейпа чунтан-чӗререн саламлатпӑр!
Эсир тӑван чӗлхемӗре, унӑн ытама вырнаçайми пуянлӑхне упраса хӑварассишӗн ырми-канми тӑрӑшатӑр. Чӑваш чӗлхин тӗлӗнмелле кӑсӑк та кӑткӑс тытӑмӗн тупсӑмне шыраса чылай статья-кӗнеке калӑпларӑр, ача-пӑча валли вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлесе кӑлартӑр.
Сире малашне те тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевсем çырма, пысӑк çитӗнӳсем тума çирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват, ӑнӑçу сунатпӑр!
