Литература пӗлӗвӗн пай ӗҫтешӗсем Николай Максимов ҫыравҫӑпа тӗл пулу ирттерчӗҫ

13.11.2025 09:28 | просмотров: 124
Литература пӗлӗвӗн пай ӗҫтешӗсем Николай Максимов ҫыравҫӑпа тӗл пулу ирттерчӗҫ

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш литературин паллă романисчӗпе Николай Максимов çыравçӑпа тӗл пулу иртрӗ.

Ҫавра сӗтел хушшинчи калаҫӑва институт директорӗ Юрий Исаев, литература пӗлӗвӗн пай ӗҫтешӗсем, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ тата паллӑ чӑваш прозаикӗ Людмила Сачкова хутшӑнчӗҫ.

Калаҫу Н. Максимовӑн 2024 ҫулта Саранск хулин кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Спасение Европы» тата унӑн маларах пичетленнӗ «Шур акӑш çулӗ», «Майра патша парни» историлле романӗсем тавра йӗркеленчӗ. Автор ҫак хайлавсене ҫырнӑ май мӗнле материалсемпе паллашни, хӑйӗн пултарулăх вӑрттӑнлӑхӗсем пирки каласа пачӗ, тӗл пулури ӗҫтешсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Н. Максимов ҫавӑн пекех хӑйӗн нумаях пулмасть вырӑсла пичетленсе тухнӑ «Дар императрицы» кӗнекипе тата малалла ҫырма шутласа хунӑ романсен кӗске сюжечӗсемпе те паллаштарчӗ.   

Фотографии