Чӑваш кӗнеке издательствине юбилейпа саламлатпӑр!

11.11.2025 12:27 | просмотров: 109
Чӑваш кӗнеке издательствине юбилейпа саламлатпӑр!

Эпир, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институт ӗҫтешӗсем, Чӑваш кӗнеке издательствине юбилейпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр!

Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗр кӗнеке кӑларассинче ҫеҫ мар, наци хӑйнекурӑмне ҫирӗплетессинче, чӑваш чӗлхине аталантарассинче тата культура хайнеевӗрлӗхне йӗркелесе халӑх малашлӑхӗшӗн тӑрӑшнинче палӑрса тӑрать.

Эсир ҫине тӑнипе чылай кӗнеке, вӗсен шутӗнче историпе этнографи, филологипе ӳнер уйрӑмӗпе ҫырнӑ пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫсем, ӑслӑлӑх тата вӗренӳ талккӑшне кӗнӗ, вулакан йышӗнче анлӑ сарӑлнӑ. Ҫак кӗнекесенчен нумайӑшӗ – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗпчевҫисемпе пӗрле хатӗрленӗ ӗҫ. Ҫавӑнпа эпир уйрӑмах ҫак шанчӑклӑ сукмакпа пыракан ҫыхӑнӑва питӗ хаклатпӑр.

Экономикӑпа технологи улшӑнӑвӗсен вӑхӑтӗнче алла усмасӑр, канмасӑр вӑй хуракан, ӗҫе пӗтӗм чун-чӗрепе парӑнса пурнӑҫлакан, ӑруран ӑрӑва йӑлана тӑсса пыракан ӗҫченсене – редакторсене, корректорсене, дизайнерсене, менеджерсене, директорсене – тав тӑватпӑр! Эсир кирек мӗнле ӗҫе пикенсен те ӑнӑҫу хунавӗсем ешерсех тӑччӗр, халӑхсемпе регионсем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетсе ҫӳлти шая ҫӗклемелле пултӑр. Ҫирӗп сывлӑхпа ырӑлӑх, хӑватлӑх сунатпӑр!

Чӑваш патшалӑх гуманитари

ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ

Юрий Исаев