«К. В. Иванов пултарулăхě паянхи кун тěкěрěнче» К. В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă çавра сěтел

2025 çулхи çу уйăхěн 15-мěшěнче Сире К.В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă «К. В. Иванов пултарулăхě паянхи кун тěкěрěнче» çавра сěтел ěçне хутшăнма чěнетпěр.
Çавра сěтел Чăваш Республикин наци библиотекин конференц-залěнче (214 каб.) пулать.
14 сехетре пуçланать.
Çавра сěтел ěçне йěркелесе пыраканě – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн ертсе пыракан ăслăлăх ěçтешě Родионов Виталий Григорьевич
Тухса калаçни:
— Родионов Виталий Григорьевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн ертсе пыракан ăслăлăх ěçтешě. Константин Ивановăн кун кěнекинчи тěпчесе çитереймен вăрттăнлăхсем.
— Артемьев Юрий Михайлович, литература тěпчевçи тата критикě. Константин Ивановăн илемлěх уçлăхě.
— Александров (Упаççи) Станислав Алексеевич, литература тěпчевçи тата критикě. К. Иванов пултарулăхěнчи тěлěнтермěш шут паллисем. Чăвашсен сăваплă тěнчи.
— Мордвинова Антонина Ильинична, ведущий научный сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук. Образы поэмы К. Иванова «Нарспи» в творчестве А. И. Миттова.
— Дегтярёв Геннадий Анатольевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхěсен институчěн ертсе пыракан ăслăлăх ěçтешě. «Нарспи» поэмăн пěрремěш куçаруçи.
— Мишшан (Васильев) Владимир Михайлович, куçаруçă. К. Ивановăн «Нарспи» поэмине куçарса ăс пухни.
— Андреев Николай Маркелович, композитор; Николаев Иван Михайлович, юрăç. «Нарспи» поэма кěвě чěлхипе.
— Тимофеева Ольга Николаевна, Чăваш Республикин наци библиотекин ěçтешě. Чăваш Республикин наци библиотеки К. Ивановăн литература эткерлěхне сарма тăрăшни.








